Ноябрĕн 19-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех пирĕн округра та пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Сỹтсе явнă ыйтусем: «Чăваш Енри çынсен финанс хăрушсăрлăхĕ тата коррупцие хирĕç тăрасси çинчен»; «Налук законодательствинчи улшăнусем çинчен»; «Вăрăм сроклăх перекет программи çинчен».
Палламан номере ан тыт!
Асăннă тата ытти ыйтăва пĕрлехи информкуна хутшăннисем — округ пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Владимир Николаев, Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова округ администрацийĕн пайĕсенче ĕçлекенсемпе тата Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта пулса унти коллективпа тишкерчĕç.
Кун йĕркинчи 1-мĕш ыйту тахçанах пурне те калаçтарать, пăшăрхантарать. Çĕршыв ертỹлĕхĕ таранах. Çавна май киберхăрушсăрлăха вăйлатасси тата халăхăн финанс пĕлĕвне ỹстересси тĕп тĕллевсен шутĕнче. Информаципе телекоммуникаци технологийĕсемпе усă курса тăвакан преступленисен хисепĕ пĕлтĕрхинчен кăштах чакнă пулин те, лăпланма сăлтав пачах çук. Кăçалхи 10 уйăхра республикăра çак майпа усă курса тунă 4637 преступление шута илнĕ. Ултавăн çакнашкал тĕслĕхĕсене ытларах регистрациленĕ: банксен, право хуралĕн ĕçченĕсен, патшалăхăн ытти органĕн сотрудникĕсем пек пулса шăнкăравлани (660 тĕслĕх, сиен 491 миллион ытла тенкĕлĕх); интернет сетĕнче тавар туяннă е сутнă чухне (359 тĕслĕх, 44 млн тенкĕлĕх); инвестици хывса услам тума сĕнни (245 тĕслĕх, 147 млн тенкĕлĕх); паспорт кăтартăвĕсемпе е телефонăн кивĕ номерĕпе усă курса кредит илни (211 тĕслĕх, 13 млн тенкĕлĕх); «Фото çинче эсĕ-и?» сиенлĕ файл сарни (98 факт, 5 млн ытла тенкĕлĕх).
2024 çулта Чăваш Енре пурăнакансем Украина шулĕкĕсене 1 миллиард тенкĕ укçа куçарса панă, вăл шутран 600 млн тенке яхăн унти çара тытса тăма тата Раççей территорийĕнче террорла ĕçсем тума янă. Кăçалхи 10 уйăхра кăна республикăра пурăнакансен 869 миллион тенкĕ укçи «çилпе вĕçсе кайнă».
Киберултавсемпе кĕрешес тĕлĕшпе регионта сахал мар ĕç пурнăçланать, чи пĕлтерĕшли — финанс пĕлĕвĕсен центрĕсем ĕçлени. Мошенниксенчен сыхланас тĕлĕшпе ăс-хакăлпа пуянланни пурне те, шкул ачисенчен пуçласа ватăсем таранах, кирлĕ. Паспорт, СМС кăтартăвĕсене никама та пĕлтермелле мар. Мошенниксенчен сыхланмалли чи лайăх та çăмăл меслет вара çакă: палламан-пĕлмен номерсене пачах тытмалла мар!
Ултав вăлтине çакланассине хирĕç кашни ĕç коллективĕнче, обществăлла организацисен мероприятийĕсенче профилактика ĕçĕсене тăтăшах йĕркелемелле…
Налук тỹле те — лăпкăн пурăн
Налук ыйтăвĕ те куллен татса памаллисен шутĕнче. Декабрĕн 1-мĕшĕччен ку енĕпе патшалăх умĕнче парăмсемпе татăлмалли пирки кашни ĕçлекен пĕлет. Налог тỹлессинче, паллах, федераци шайĕнче çăмăллăхсемпе усă куракансем те пур — налук тỹлекенсен 21 категорийĕ. Инвалидсене, пенсионерсене, çар ĕçĕсен ветеранĕсене, СВОна хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене, çар çыннисене пĕр объектшăн (хваттер е пỹлĕм, пурăнмалли çурт, гараж…) налук тỹлессинчен хăтарнă. Нумай ачаллă çемьесенчи кашни ача пуçне налук бази чакнă, кăна кадастр калăпăшĕн хакне кура палăртаççĕ. Çĕр налукĕшĕн çăмăллăх илнисен йышĕнче — 10 категори. Регион шайĕнче транспорт налукĕ тỹлессинчен хăтарнисем çинчен те налук службин сайтĕнче вуласа пĕлме пулать.
2026 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен налог законодательствине çакнашкал улшăнусем кĕртĕç: ятарлă çар операцине хутшăнакан е хутшăннă çар çыннисене, вĕсен çемье членĕсене транспорт налогĕ тỹлессинчен хăтарĕç. СВОна хутшăнакан тата унăн çемье членĕсене пĕр çĕр лаптăкĕшĕн — 600 тăваткал метршăн çĕр налукĕ илмĕç. Ку тĕлĕшпе 3 е ытларах ачаллă çемьесене те çăмăллăх илессине анлăлатнă. Аслă ача 23 çул тултариччен тата вăл вĕренỹ организацийĕнче куçăм майпа вĕренет пулсассăн…
Перекет программи, хытă каяшсене турттарасси…
Мĕн вăл вăрах вăхăтлăх перекет программи (долгосрочные сбережения)? Ыйтăва ертỹлĕхпе пĕрле РФ Пенси фончĕн Елчĕкри клиент службин пуçлăхĕ Владимир Егоров та уçăмлатрĕ. Перекет çул-йĕрĕ гражданинăн ирĕклĕ взносĕсенчен, пенси тупăшĕнчен, патшалăхăн укçа-тенкĕ тĕревĕнчен (10 çул хушши çулсерен 36 пин тенкĕ таран хушма пултарать), инвестици тупăшĕсенчен килет. Пухăннă нухратпа килĕшỹпе çирĕплетнĕ 15 çул иртсен, хĕрарăм 55 çула тата арçын 60 çула çитсен, пурнăçра кĕтмен лару-тăру сиксе тухсан усă курма юрать…
Коммуналлă хытă каяшсене турттарса тухассин пахалăхĕ çинчен те уйрăм калаçу пулчĕ информкунра. Пирĕн округра çỹп-çапа централизациленĕ майпа ятарлă свалкăсене леçессине 2018 çулта пуçланă. 2021 çултан 260 площадкăри 427 контейнертан ăпăр-тапăра илсе тухассине «Стройэнергосервис» ООО пурнăçлать. Регионти «Ситиматик Чувашии» оператор 2025 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕ хаксемпе ĕçлет. Малтанхи тапхăртинчен улшăну 5,01 процентпа танлашать. Хальхи тариф кăçалхи декабрь уйăхĕччен «ĕçлет»…
Ачаллă çемьесене пулăшса
Алевтина Федорова ачаллă çемьесене тивекен çĕнĕ пулăшу мерисем çинчен чарăнса тăчĕ. Ку, чи малтанах, ача çуратассине ỹстерессипе çыхăннă. Цифрăсем вара çакăн çинчен калаççĕ: 2012 çулта республикăра нумай ачаллă 8,3 пин çемье шутланнă пулсан, 2017 çулта — 11,5 пин, 2025 çулта — 23 пин. Хальхи вăхăтра 3 ачаллă çемьесем 19303, 4-ллисем — 2686, 5 е унтан ытларах ачаллисем — 1044 çемье. Нумай ачаллă çемьесене тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕ вырăнне 250 пин тенкĕлĕх сертификат (311,5 млн тенкĕлĕх 1249 сертификат панă), «Эпĕ Чăваш Енре çуралнă» парнене (81,9 млн тенкĕлĕх) 22679 пепке тивĕçнĕ. Пилĕк тата ытларах ачаллă 911 çемьене çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ. Пĕтĕмĕшле сумма — 3,77 миллиард тенкĕ.
«Çемье» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн те çемьесене пулăшу кỹрессине анлă йĕркеленĕ. Республикăри ача амăшĕн капиталĕпе 18,3 пин (1,6 млрд тенкĕ) çемье усă курма пултарнă. Нумай ачаллă çемьесене шкул тата спорт тумĕсемпе тивĕçтересси те, социаллă контрактсем йĕркелесси те çирĕпленнĕ ырă пулăм ĕнтĕ. Кăçал, тĕпрен илсен хуласенче, прокат пункчĕсем уçнă. Вĕсенче çут тĕнчене килнисем валли вăхăтлăха коляскăсемпе краватьсем, автокреслăсем, апатланмалли сĕтелсем тата ыттине илме пулĕ. Çитес çул прокат пунктне пирĕн округра та уçма палăртаççĕ…
Тĕтĕм çулĕсене тĕрĕсленĕ-и?
Çанталăк хĕл енне куçрĕ. Çавна май тĕл пулăва хутшăннă Елчĕкри газ участокĕн представителĕ Сергей Шашков пурăнмалли çуртсенчи тĕтĕм çулĕсене тĕрĕслемелли пирки асăрхаттарчĕ. Уйрăмах нумай хваттерлĕ çуртсем çивĕч ыйту çуратаççĕ. Çыннисем нумаййăн, анчах яваплăха никам та хăйĕн çине илесшĕн мар. Ăнланулăх çитменни пĕтерет. Управляющи компани çук тăк, хваттерçĕсен дымоходсене вăхăтран вăхăта тĕрĕслессине хăйсен çине илмелле. 2024 çулта регионта 8 инкекре 11 çын хĕн курнă, 4 çын сĕрĕмпе вилнĕ. Пỹлĕмсенче газ оборудованийĕсемпе те тимлĕ усă курмалла, шăрша туйсан шăрпăк çутмалла мар, пỹлĕме уçăлтармалла. Авари бригади кирлĕ пулсан 04, 104, инкекре 112 номерсемпе шăнкăравлăр…
Пĕрлехи информаци кунĕ округ администрацийĕнче ĕçлекенсен пысăк йышне ГТО значокĕсемпе чысланипе вĕçленчĕ.
Алевтина Федоровăпа Владимир Николаев граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă.
Николай МАЛЫШКИН