Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ашшĕ — полковник, ывăлĕ — гроссмейстер

Чăвашра урăх çын пирки калаçнă чухне мĕн авалтан çынна хушаматран тата ашшĕ ятĕнчен мар, хушма ятпа е аслăрах ăрури çын ячĕ çумне хушса чĕннĕ. Аса илер-ха Петĕр Хусанкайăн «Аптраман таврашĕ» поэмăна. «Таврашĕ» сăмах кунта, 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче В.Магницкий тĕпчевçĕ каланă тăрăх, йăх-несĕле палăртать. Тĕмерте Çирĕклĕ шывĕн сылтăм енче виçĕ ĕмĕр пурăннă йăх çыннисен пĕр сыпăкне — Александровсене — Чĕмек таврашĕ е ашшĕне — Чĕмек Элексантăрĕ, ывăлне — Чĕмек Иванĕ, мăнукне Чĕмек Элекçейĕ тенĕ. Чĕмек (Чемек) ят В.Магницкин Хусанти Император университечĕн типографийĕнче пичетленнĕ «Чувашские языческие имена» кĕнекинче тĕл пулать. Ун шучĕпе «Чĕмек» сăмах тĕне кĕмен авалхи чăвашсен арçын ячĕ.

18-мĕш ĕмĕр варринче чăвашсене Христос тĕнне йышăнтарса хальхи ятсене пама тытăннăранпа часах виçĕ ĕмĕр çитсе пырать. Апла пулин те несĕлсен — чăн чăваш ячĕсем юлнин тĕслĕхĕсем пайтах. Чĕмек ят — вĕсенчен пĕри. Çакă вĕсен йăх-несĕл тымарĕсем темиçе ĕмĕре пынине те пĕлтерет Ялти чиркỹре, тĕрлĕ архивсенче упранакан метрика кĕнекисем (ача çуралсан шыва кĕртнине, çамрăксем мăшăрланса венчете тăнине, вилнĕ çынна кĕл туса пытарнине çырса пынисем), Духовные ведомости( чиркỹре çылăха каçарттарнă тата сыпнă çынсен ячĕсене çырса пынисем) кĕнекесем тата ытти документсем ăна аван çирĕплетеççĕ.

Чĕмексем тата ыттисем

1739 çулта çуралнă Петр Иванова тата унăн мăшăрне Катерина Архиповăна ача чухне, 1742 çул хыççăн, тĕне кĕртсе çĕнĕ ятсем панă. Вĕсен Евдокия (1768 çулта çуралнă), Дарья (1770) хĕрĕсем, Кузьма (1771) ывăлĕ çитĕннĕ. Кузьма Петровăн мăшăрĕ Авдотья Моисеева (1771) пулнă. Вĕсен ывăлĕ Емельян 1812 çулта çуралнă. Анчах Тĕмер чиркĕвĕн 1852-1862 çулсенчи «Духовные ведомости» кĕнекинче Емельянăн хушаматне ашшĕ ячĕпе Кузьмин мар, Матвеев тесе çырса хуни тĕл пулать. Сăлтавне тупас тĕллевпе Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕнче упранакан «Тетрадь Тетюшского уезда села Новага Тинчурина Крестовоздвиженской церкви священно-служителя Якова Андреева родившихся, бракосочетавшихся, умерших за 1812 год» документа (557 ф., 6 опиç, 23 а ĕç, 188 лист) уçса пăхрăм. Унта çапла çырса хунă йĕркесем пур: «номер записи 47, 8 августа 1812 года рождения, крещение 10 августа 1812 года села Тинчурина, у Кузьмы Петрова сын Емельян крещен, требу выполнил священник Яков Андреев. Воспреемник брат его Афанасий Петров». Метрика кĕнекинчи тата «Духовные ведомости» кĕнекери çемье членĕсен ячĕсем пĕр пек килеççĕ. Çапла вара Емельянăн хушаматне чиркỹн пĕр кĕнекинче тиечук темиçе çул йăнăш çырни курăнать.

Емельян Кузьминăн тата унăн мăшăрĕн Екатерина Иванован (1809) икĕ ача — Василий Емельянов (1836-1913) тата Тимофей Емельянов (1839-1913) çитĕннĕ. Çак икĕ ывăлтан хальхи вăхăтра ватăсем лайăх пĕлекен Чĕмексем — Александровсемпе Ивановсем, тепĕр енчен Тимаккасем — Тимофеевсемпе Анисимовсем ĕрчесе кайнă. Тимофей Емельяновăн тата унăн мăшăрĕн Елена Васильеван (1848) аслă ывăлĕ Анисим Тимофеев (1869-1921) Наталия Николаевăпа (1867) пĕрлешнĕ. Вĕсен хĕрĕ Агапия Анисимовна (1894) хамăр ялти Гурий Соколова (1906-1942) качча тухнă, ывăлĕ Николай Анисимович Анисимов (1905-1941) вăрçăран таврăнайман. Николай Анисимовăн ывăлĕ Николай Николаевич (1934), хĕрĕсем Маргарита (1928), Мария (1938) çемье çавăрман, Раиса (1929) Аслă Шăхалĕнчи Филиппова качча тухнă. Мăшăрĕ Надежда Ермолаева (1901-1990) тăватă ачине пĕчченех пăхса ỹстернĕ.

Анисим Тимофеевăн арçын енчи ратни аталанайман пулсан, Тимаккан кĕçĕн ывăлĕ Илья Тимофеев (1881-1936) виçĕ çул патша çарĕнче службăра пулнă хыççăн Параскева Поликарповăпа (1883) пĕрлешнĕ, çирĕп хуçалăх тытса пынă, виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр çитĕнтернĕ. Елена (1913-1979), Нина (1921-2002) ялта, Мария (1923-1982) Мускавра пурăннă. Александр Ильич (1918-1942) Сталинград патĕнче пуçне хунă. Павел Ильич (1910) 1930 çулта ялтан тухса кайнă та çухалнă. Пĕтĕм Раççейри «Память народа», «Подвиг народа» сайтсенчи документсем тăрăх, вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçни, наградăсене тивĕçни паллă. Петр Ильич (1926-1972) тата унăн мăшăрĕ Евгения Павловна (1927) 6 ывăлпа 3 хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Иккĕмĕш ывăлĕ Вячеслав Петрович Ленинградри Тинĕс-çар аслă училищине вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Лăпкă океан Тинĕс-çар флотĕнче службăра тăнă. Каярахпа 2-мĕш рангри капитан карапсене хĕç-пăшалпа тивĕçтерекен офицер тивĕçĕсене пурнăçланă. Тимаккан арçын енчи ратни çирĕп, вăл малалла хунать, аталанать. Вĕсем Шупашкарта, ытти хуласенче тĕпленсе пурăнаççĕ.

Маларах асăннă Василий Емельяновпа унăн шăллĕ Тимофей ашшĕнчен — Емельян Кузьминран 5 тата 2 çулта тăлăха юлнă. Вĕсене амăшĕ Екатерина Иванова пĕччен пăхса çитĕнтернĕ. Асли 19 çул тултарсан пиччĕшĕпе шăллĕ йышлă çемьерен уйрăлса тухса 1855 çулта уйрăм çурт çавăрнă. Вăл хальхи Кăнтăр урамĕпе чикĕленекен Тараса тăкăрлăкĕнчи Анисимовсен çурчĕ вырăнĕнче пулнă. Василий Емельянов Екатерина Александровăпа пĕрлешсен 1875 çулта çак тăкăрлăкăн çỹл енне (халĕ Василий Семенович Семеновăн пулнă çурт ларать) уйрăлса тухнă. Çак вырăнта Чĕмексен тăватă ăру çыннисем — Василий Емельяновпа Екатерина Александрова, вĕсен ывăлĕпе кинĕ — Александр Васильевпа (1860-1933) Мавра Нестерова (1854), мăнукĕпе кинĕ — Иван Александровпа (1880-1967) Васса Дмитриева (1879-1932), кĕçен мăнукĕсем — Клавдия (1903), Матрена (1905), Алексей (1913-2000), Екатерина (1923), Павел (1921-1983), пĕчĕкле вилнĕ ачисем пурăннă. 1930 çулта Чĕмексен çил арманне, Илья Тимофеевпа пĕрле тытса тăнă кĕрпе арманне, çурт-йĕрне, выльăх-чĕрлĕхне, тыр-пулне, килти япалисене туртса илнĕ. 1931 çулхи июлĕн 31-мĕшĕнче Иван Александровпа Васса Дмитриевăна тата Павел ывăлĕпе Кĕтерне хĕрне, çавăн пекех Петр Нестеровăн 6 çынран тăракан çемйине урапасем çине лартса Йĕпреç станцине, унтан Свердловск облаçне ссылкăна ăсатнă. Çакăн çинчен эпĕ «Тĕмер ялĕ тата унăн çыннисем» кĕнекери «Самани çавнашкал пулнă» статьяра («Елчĕк ен» хаçат АУ типографийĕ, Елчĕк ен, 2012ç., 40-43 стр.) çырса кăтартнăччĕ.

Ссылкăран таврăнсан Александровсен çемйи Кăнтăр урамĕн кăнтăр-хĕвелтухăç енче çурт çавăрнă, вăрçă хыççăн пысăк çурта куçнă. Эпĕ астăвасса, Чĕмек Иванĕ хăйĕн пулнă, колхоза куçнă арманĕнче халăх валли тырă авăртатчĕ, Элекçей ывăлĕн çемйипе пурăнатчĕ.Вĕсем килти хуçалăхра панулми, çимĕç паракан ытти йывăçсем çитĕнтеретчĕç, вĕлле хурчĕсем йышлă тытатчĕç.

Иван Александровăн аслă хĕрĕ Клавди Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Карсаковсене,виççĕмĕшĕ Кĕтерне Василий Григорьева качча тухнă Вăрçă çулĕсенче, ун хыççăн та МТСра тракторпа ĕçленĕ. Павел ывăлĕ вăрçă вучĕ витĕр тухнă. Иванов хушаматпа çỹренĕскер Мускавра тĕпленсе пурăннă. Алексей ывăлĕ вăрçăран таврăнсан авланнă, мăшăрĕ — Людмила Петровна, Тỹскелĕнчен. Чĕмек Иванĕн хĕрĕсен тата Алексей ывăлĕн çемйисенче йышлă ача çитĕннĕ. Нумайăшĕ аслă шкулсем пĕтернĕ, паллă çынсем пулса тăнă. Малаллахи сăмах çак ратнери пĕр çемье пирки.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен варринче çĕршывра пысăк улшăнусем пулса иртме тытăннă. Сăлтавсăр айăпласа хур тỹснĕ çынсене хĕсĕрлеме пăрахнă. Вĕсен ачисене те малалла вĕренме те, ĕçлеме те çул уçăлнă. Алексей Ивановичпа Людмила Петровна çемйинче 5 ывăлпа 3 хĕр çитĕннĕ. Ачи-пăчи ашшĕ-амăшне пĕчĕкренех савăнтарма тытăннă. Вĕренỹре лайăх ĕлкĕрсе пынă, ĕç çумне çыпăçса ỹснĕ. Геннадий, çемьере чи асли пулса çитĕннĕскер, ялти шкула, унтан Çĕнĕ Пăвари вăтам шкула ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ. Ун хыççăн çар училищинчен, çар академинчен вĕренсе тухнă, полковник таран ỹснĕ.

Пĕр çемьерен виçĕ ывăл офицера тухни пурнăçра тĕл пулать-ха. Анчах сайра. 1955 çулта çут тĕнчене килнĕ Юрий Алексеевич та шкулта питĕ лайăх ĕлкĕрсе пынине астăватăп. Район хаçачĕн пĕр номерĕнче вăл 7-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче физика предмечĕн олимпиадинче çĕнтерни çинчен çырни куç тĕлне пулнăччĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен вĕçĕнче физикăпа матеметика предмечĕсемпе лайăх ĕлкĕрсе пыракан ял çамрăкĕсене Шупашкарти Пирогов урамĕнчи ятарлă шкулта тарăннăн вĕрентетчĕç. Юрий çак шкула ялтан чи малтан кайса кĕнĕ çамрăк пулчĕ. Каярахпа çак шкултан Тĕмер ачисем чылай вĕренсе тухрĕç, унтан Мускаври, Ленинградри аслă шкулсене парăнтарчĕç. Юрий Алексеевич физикăпа математика шкулне пĕтернĕ хыççăн Ленинградри çар инженерĕсен академине вĕренме кĕнĕ. Ăна вĕçлесен Совет Çарĕнче чылай çул службăра тăнă, майор таран ỹснĕ. Вячеслав шăллĕ те унăн çулĕпе кайнă. Вăл та ялта 7 класс пĕтернĕ, физикăпа математика шкулĕнче вĕреннĕ, çар летчикĕсем хатĕрлекен училищĕре пĕлỹ илнĕ. Совет Союзĕ саланичченех самолетпа вĕçнĕ, ăста летчик пулнă. Александровсен ытти ачисем те тĕрлĕ специальноçсене алла илнĕ, пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă.

Геннадий Александров

Чĕмек Элекçейĕн аслă ывăлне шăпа ачаранах çар çынни пулма пỹрнĕ пулас. Вăл нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче — Совет çарĕпе Тинĕс çар флочĕн кунĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ялти 7 çул вĕренмелли шкула пĕтерсен пĕлĕве Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта малалла тăснă. Кĕçĕн Пăла тăрăхĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче «Урожай» колхоза, унтан Курнавăшри вăтам шкула ертсе пынă Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Сергей Николаев ун пирки çапла аса илет:

— Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта 1963-66 çулсенче 9-11 классенче таврари 13 ялтан пынă çамрăксем вĕренеттĕмĕр. Пурте лайăх ĕлкĕрсе пыратчĕç, спортпа туслăччĕ. Геннадий Александров класра ыттисенчен ялан малта пыма тăрăшнипе палăрса тăратчĕ. Эпир унпа таврари ялсене концертпа, спорт ăмăртăвĕсене нумай çỹренĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн Вольскри çар училищине кайса кĕчĕ. Вăл полковника тухрĕ, ывăлĕ гроссмейстер, паллă шахматист пулса тăчĕ.

Геннадий Александров çар службине авиаци чаçĕнче пуçланă. Взвода, ротăна ертсе пынă, полк, дивизи командирĕн тыл енĕпе ĕçлекен заместителĕ, авиаци армийĕн командующийĕн çумĕ пулнă. Пултаруллă офицер Мускаври Гагарин ячĕллĕ Сывлăш-Çар академине вĕренсе пĕтернĕ. Варшава Договорне кĕнĕ çĕршывсенчи Хĕç-пăшаллă Вăйсен «Запад-81» çар вĕренĕвĕнче пирĕн ентеш тыл ĕçне лайăх йĕркеленĕшĕн «СССР Хĕç-пăшаллă Вăйĕсенче Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ службăшăн» III степень ордена тивĕçнĕ. Çар службинче палăрнăшăн ăна пурĕ 15 медальпе чысланă. Совет Çарĕсен, каярахпа Раççей çарĕсен Германири ушкăнне Белоруссирен илсе тухнă хыççăн, 1993 çулта, Геннадий Александров отставкăна кайнă, Минскра пурăнма юлнă. Пĕр тапхăр хулари граждан службин ертỹлĕхĕнче ĕçленĕ.

1998 çулта Тĕмер чăвашĕн пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланнă. Вăл Белоруссире пурăнакан чăвашсен «Атăл» ятлă общинине йĕркелесе янă. Çак общество организацийĕ каярахпа Минскри чăваш культура обществипе пĕрлешнĕ. Халĕ вăл Белоруссири чăвашсен Пĕтĕм тĕнчери «Атăл» общество пĕрлешĕвне ертсе пырать. Пĕрлешỹ наци пĕрлĕхĕсен общество организацийĕсен йышĕнче активлăхĕпе палăрса тăрать. Чылай çул Беларусь Республикипе Чăваш Республики хушшинче экономика, культура тата ытти енĕпе çыхăнусене çирĕплетме пулăшать. Çĕршыв делегацийĕ кашни çулах Шупашкара Республика кунне паллă тума килет. Унăн йышĕнче чăваш общество пĕрлешĕвĕн ертỹçи те пулать. Икĕ республика хушшинче тавар çаврăнăшĕ вĕçĕмсĕр ỹссе пынинче общество пĕрлешĕвĕн, унăн ертỹçин тỹпи те пур.

Геннадий Алексеевичăн мăшăрĕ Луиза Александровна Белоруссири чăвашсен общество организацийĕн ĕçĕ-хĕлне активлă хутшăнать. Вăл тăрăшнипе пĕрлешỹ çумĕнче «Хамăр ял» пултарулăх ушкăнĕ йĕркелесе янă. Пысăках мар коллектив Минск, Гродно, чăвашсем пурăнакан ытти хуласене тухса çỹрет, республика çыннисене чăвашсен культурипе, йăли-йĕркипе, апат-çимĕçĕпе паллаштарать, çапла майпа халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетме пулăшать.

Минскра тĕпленсе пурăнакан Александровсем пултаруллă икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Сергей Геннадьевич Минскри патшалăх экономика университечĕн пĕтĕм тĕнчери экономика хутшăнăвĕсен факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Чылай çул патшалăх шайĕнче ертсе пыракан должноçсенче ĕçлет. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ çĕршывсем хушшинчи экономика, суту-илỹ çыхăнăвĕсемпе çыхăннă. Аслашшĕн ятне илнĕ Алексей Геннадиевич Александров — тĕнчипе паллă шахматист, гроссмейстер. Малаллахи сăмахăмăр шăпах ун пирки пырĕ.

Шахмат вăййинче палăрнă

Çар çынни пĕр вырăнта службăра тăни сайра пулать. Унăн вырăнтан вырăна куçса çỹреме тивет.Çемье пуçĕ çар училищине вĕренсе пĕтернĕ хыççăн тĕрлĕ гарнизонсенче службăра тăнă. Алексей 1973 çулхи çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Демократиллĕ Германи Республикинче, шăллĕ Мускавра, ашшĕ Гагарин ячĕллĕ Сывлăш-Çар Академийĕнче вĕреннĕ вăхăтра çуралнă. Шахмат вăййипе Брест облаçĕнчи Кобрин хулинчи шкулта 11 çулта паллашнă. Шахматра ку ỹсĕме ир тесе шутламаççĕ, нумай паллă спортсмен пĕрремĕш утăмсене 5-6 çулта туни паллă.

«Шахматпа мĕнле аппаланма пуçланине питĕ лайăх астăватăп. Ăна аслисем мансăрах татса пачĕç пулмалла. Эпĕ 4-мĕш класра вĕренеттĕм. Класс ертỹçи кашнийĕнех секцие çырăнмалли пирки пĕлтерчĕ. Вĕсем вара виççĕччĕ: ỹкересси, бал ташшисем тата шахмат. Пурте, паллах, çырăнчĕç. Манăн секцире ĕç-хĕл тỹрех ăнса пыма пуçларĕ. Тепĕр эрнерен эпĕ ДЮСШна куçрăм.

Пĕчĕк чухнех паллă шахматист, тĕнче чемпионĕ Тигран Петросян пĕр вăхăтрах темиçе шахматистпа ирттернĕ вăййа хутшăннине лайăх астăватăп. Çавăн хыççăн шахматла выляс кăмăл малалла ỹсрĕ, интереслĕ вĕт», — аса илнĕ вăл каярахпа.

Николай АЛЕКСЕЕВ.

Малалли çитес номерте.