Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вăйлă командăпа пĕрле

Раççей халăхĕн хăйĕн историйĕнче нумай тăшмана хирĕç çапăçма тивнĕ. Çĕнтерĕве вара фронтпа тыл пĕрлĕхĕ çирĕп пулнăран çывхартнă. Çак çыхăну пĕлтерĕшне палăртса Совет Союзĕн Маршалĕ Георгий Жуков çапла каланă: «Тыл в период войны был половиной Победы, даже больше». Халĕ, ятарлă çар операцийĕ пынă май, пирĕн хỹтĕлевçĕсем те тылри пулăшăва туйса тăраççĕ.

Карас телефонĕпе усă куракансенчен чылайăшĕ округра «ZOV Яльчики» телеграм ушкăн йĕркеленине пĕлетех. Паянхи кун тĕлне унта 2518 çын шутланать. Вăл ушкăнра 10 страница («Чеки, квитанции о переводе», «Помощь фронту (заявки от ребят)», «Поездка в зону СВО», «Награды солдат»…) уçнă. Вĕсемпе паллашнă май тулли информаци илме пулать — пĕтĕмпех куç умĕнче. Хăш-пĕр йĕркесене вулакан патне çитерни те ытлашши пулас çук,

«Хисеплĕ Елчĕк округĕнче пурăнакансем! Сирĕнсĕр сбор хупаймастпăр ĕнтĕ. Эсир тăрăшсан, эсир пулăшсан çеç сбор хупăнать».

«…Атьăр-ха, халь пурте тăрăшса ачасене пулăшар. Эпир чунпа та, шухăшпа та вĕсемпе пĕрле пулнине туйса тăччăр».

«Нумай мар, тата пăртак юлчĕ пухмалли».

«Сбор хупрăмăр. Мухтав Турра. Пурне те питĕ пысăк тав сăмахĕ. Турă пулăшса пытăр сире пурне те, ачасене пулăшакансене…».

Çакнашкал, салтаксене пулăшассипе çыхăннă шухăшсем, тăтăшах тухаççĕ страницăсене. Ушкăна тытса пыракана, Наталия Волковăна, хăйне халăх умне «кăларар-ха».

Ĕнерхи Турхан хĕрĕ халĕ çемйипе Аслă Шăхаль ялĕнче пурăнать. Мăшăрĕ — Николай Владимирович — акционерсен «Промсервис» обществинче сварщикра вăй хурать. Арăмĕн обществăлла ĕçĕнчи ăнăçăвĕ унăн ăнланулăхĕнчен те нумай килет. Ывăлĕ, вăл та Николай, коммерциллĕ мар хушма пĕлỹ паракан «Академия ТОП Чебоксары» филиалĕнче дистанци мелĕпе, Анжелика хĕрĕ Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче вĕренеççĕ.

Наталия Çĕнĕ Пăвари вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти 23-мĕш ПТУра çĕвĕç специальноçĕн дипломне илнĕ, хуларах ĕçленĕ. Халĕ Елчĕкри «Меридиан» суту-илỹпе офис центрĕнче «Фаберлик» лавкка тытса тăрать.

— Наталия, «ZOV Яльчики» телеграм ушкăнĕ йĕркелесси еплерех пуçланнă? Мĕн хистенĕ сана çак ĕçе пуçăнма?

— 2023 çулхи мартăн 30-мĕшĕнче «Объявление. Яльчики» телеграм канал йĕркелесе ятăм. Йыш та часах ỹсрĕ. Тĕрлĕ пĕлтерỹ, хыпар тăтăшах тухать экран çине, хăвăр та асăрхатăр пулĕ. Тепĕр чухне пустуй сăмах пуçаракансем те тупăнаççĕ. Пĕринче темиçен тавлашсах çырма пуçларĕç. «Мĕн çапăçса ларатăр, луччĕ салтаксене пулăшасчĕ», — тесе пĕр вулакан чарса лартрĕ вĕсене. «Тĕрĕс шухăш вĕт ку», — хампа хам шухăшлани маншăн тĕллев пулчĕ: 2023 çулхи ноябрĕн 9-мĕшĕнче вара «Елчĕк паттăрĕсем» (халĕ «ZOV Яльчики», — ред.) телеграм канал уçрăм.

— Паян ĕнтĕ округ халăхĕ те, СВО паттăрĕсем те сирĕн ушкăн туса ирттерекен ĕçсене пĕлсе çитрĕç.

— Вăл çапла, çапах та эпир кăна кашни ыйтăва татса парайман пулăттăмăр. Куратпăр вĕт, ялсенче хỹтлĕх сеткисем çыхассипе, апат-çимĕç тата ытти япала хатĕрлессипе питĕ нумай тăрăшаççĕ. Ыр кăмăллăх акцийĕсене хутшăнакансене пурне те тав сăмахĕ калес килет. Халĕ, акă, окоп çуртисем хатĕрлеме те вăхăт. «ZOV Яльчики» ушкăнĕн волонтерĕсем ноябрĕн 5-мĕшĕнче хамăрăн салтаксем патне черетлĕ рейса тухасшăн.

— Наталия Михайловна, сирĕн ушкăнра оперативлă штаб туса хунă. Унăн тĕллевне уçса парсан аванччĕ.

— Штаб пулмасан, мĕнле калас, кĕтỹçсĕр кĕтĕве çавăрăнма пулать. Ыйтусене ун ларăвĕсенче тишкерсе татса паратпăр. Штаба Юрий Кузнецов ертсе пырать, унпа пĕрле — 25-ĕн.

Салтаксем Юрий Анатольевич патне заявкăсемпе тухаççĕ, вăл пĕлтернĕ хыççăн эпир ĕçе пикенетпĕр. Октябрь уйăхĕн 2-мĕш çурринче кăна Кавалти Александр Ильин («Звено») валли дизель генераторĕ туянма 72 пин тенкĕ пуçтартăмăр. Чăваш ротине, унта 30 ытла Елчĕк çамрăкĕ, автомобиль инвенторĕ, дизель генераторĕ, аккумулятор, зарядка тумалли хатĕрсем кирлине пĕлтерсен шутлă кунсенче 120 пин тенкĕ пухма та пултарчĕ ушкăнри халăх. Пĕтĕм укçа-тенкĕ пырса кĕнине, расхутланине СВОри салтакăн амăшĕ Алевтина Иванова тĕплĕ йĕркелесе пырать. Чексемпе квитанцисем е ытти документ йăлтах ал айĕнче унăн.

Юрий Анатольевич каланă тăрăх, ачасенчен заявка питĕ нумай. Çавăнпа пирĕн лăпланса ларма вăхăт çук. «Тенкĕ çумне тенкĕ» тенĕ пек, пулăшура 200 тенкĕ те, 100 тенкĕ те пĕлтерĕшлĕ. Пулăшмалла пулсан вăйлă та пуян пулмалла мар — ырă кăмăллă пулни те çителĕклĕ.

— Сирĕн телеграм ушкăнне вулатăн та, унта талăкĕпе тенĕ пек ĕç пырать. Пĕри октябрĕн 27-мĕшĕнче ирхине 3 сехет те 2 минутра укçа куçарнă. Кун пек тĕслĕхсене тата илсе кăтартма пулать…

— Çапла тесен те йăнăш мар. Пирĕн кашни сбора вăхăтра хупма тăрăшмалла. Ун пех чухне тархасласа та ыйтатăн, хистесси те пулать, хавхалантаратăн та — урăхла ĕç каймасть. Телефон ялан алăра ĕнтĕ. Сбор хупăнсан хамăр çинчен пысăк сăрт-тăва сирсе пăрахнă пекех туйăнать.

Пĕррехинче волонтерсен СВОна черетлĕ грузпа каймалла. 4-5 машинăпа. Анчах заправка тума укçа çитменнине пĕлтереççĕ мана. Çулĕ те çывăх мар вĕт. Елчĕкри лавккасенче аптăратса тенĕ пек укçа пуçтарма тиврĕ.

— Эсĕ ыркăмăллăх лотерейин вылявне ирттернине те пĕлетпĕр.

— Пулăшу пултăр тетĕп-çке. «Объявление. Яльчики» ушкăнра 7-8 хутчен йĕркелерĕм ăна. «Фаберликри» таварсене вылянтарса кашнинчех 25-30 пин тенкĕ пуçтарăнать. Ăна пĕтĕмпех заявкăсене пурнăçлама яратăп. Елчĕкри «Флоренция» чечек киоскĕн хуçи Екатерина Дементьева пирки те ырă сăмах калас килет. Вăл ятарлă чечексене 350-шар тенкĕпе сутса паттăрсене пулăшу аллине тăсрĕ. Акцие икĕ хутчен йĕркелерĕ.

— Йышпа пĕр чĕлхе тупсан кăна ĕçе ăнтарма пулать. Пĕрлехи «лава» туртса пыракансенчен камсене палăртнă пулăттăн, Наталия?

— Ыркăмăллăх ĕçĕ вăл чун-чĕре туртăмĕпе пурнăçланать. Командăра çавăн пеккисем пуçтарăннă та. Малтанах салтаксем патне инçе çула çỹрекенсене палăртмалла: Юрий Кузнецов, Александр Мартынов (Елчĕк), Николай Муллин, Дмитрий Козлов, Сергей Осипов, Олег атте (Тĕмер), Владимир Анисимов, Дмитрий Судаков (Тỹскел) пулăшу акцийĕсенче çĕнĕ çынсем мар ĕнтĕ. Вĕсен ĕçĕ хăрушлăхпа та çыхăннă — Турă сыхлатăрах. Александр Кузьмин (Ĕнел), Алевтина Иванова (Кĕçĕн Таяпа), Олег Егоров (Тăрăм), Елена Карпова (Тип Тимеш), Сергей Кузнецов, Игорь Пчелов, Александр Нягин, Дмитрий Плешков, Александр Филиппов, Андрей Мисяков, Александр Кудряшов, Сергей Скворцов, Владимир Ершов (Елчĕк), Нина Левая (Çирĕклĕ Шăхаль), Алексей Лакачов (Çуткỹл), Александр Чернов, Андрей Светлов, Геннадий Адюков, Андрей Кузьмин (Аслă Елчĕк), Антонина Павлова (Шуршу), Зинаида Михеева (Хăвăлçырма), Маргарита Кедрова (Акчел), Елена Петрова (Таяпа Энтри)… Хастарсен ячĕсене малалла та тăсма пулать. Пурне те çырса та пĕтереймĕн — каçарччăр.

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Алексей Московские те палăртса хăварар. Хăйĕн ятне асăнма хирĕçлет пулсан та, пархатарлă тĕслĕхĕсене пытараймăн. Алексей пулăшу концерчĕсем йĕркеленине пĕлетпĕр-ха, унсăр пуçне укçа-тенкĕ пухса куçарассипе те харсăр. Иртнĕ кунсенче кăна салтаксемшĕн питĕ кирлĕ пончо туянма 27 пин тенкĕ пуçтарса пачĕ. Хăйĕн ячĕпе те куçарать тивĕçлĕ суммăсем. Округ администрацийĕн пайĕсен пуçлăхĕсен — Владимир Николаевăн, Алина Смирнован, Марина Павлован, Татьяна Филимонован, Марина Демьянован тĕревне те туйса тăратпăр. СВОна хăйсем тĕллĕн кайса килекенсем те пур. Салтаксем çинчен тата вĕсене пулăшас тĕллевлĕ хыпарсем сарас тĕлĕшпе «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ те пысăк ĕç туса ирттерет.

Çĕнтерĕве çывхартма хутшăнакансене пурне те Турă сывлăх патăр, малалла та ăнланура, пĕр тĕвĕре ĕçлер.

— Наталия Михайловна, сана хăвна пысăк тав. «Ырă туни çĕре ỹкмест», — теççĕ, мĕншĕн тесен санпа пĕрле хăвăн пекех йывăрлăхсем умĕнче пуç усман вăйлă та çирĕп команда.

Николай МАЛЫШКИН