«Професси суйласа илнĕ чухне мăшăр суйланă евĕрех тĕплĕн шухăшламалла, мĕншĕн тесен вăл яланлăхах пулать», — тенĕ пĕр ăсчах. Халĕ, темиçе теçетке çул иртсен, çамрăк вăхăтра хăй тĕрĕс утăм тунă тесе шутлать Раиса Николаевна. 49 çул çумра шанчăклă мăшăр пулнăран та пурнăçра тĕл пулакан йывăрлăхсене çĕнтерсе пынă, ял çыннисен хисепне çĕнсе илнĕ, виçĕ ача пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.
«Анне, эпĕ фельдшер пулатăп»
Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче çуралнă ачасем хăйсенчен 10-15 çул аслăрах çынсем пек хаяр вăрçă йывăрлăхĕсене тỹсме, пухса кĕртнĕ тырă ани çинче пучах пуçтарма, çуркунне иртнĕ çултан юлнă шăннă çĕр улми шыраса çỹреме тивмен, анчах вĕсен те, вăрçăра ашшĕсене, çывăх тăванĕсене çухатнăран, пĕртен-пĕр амăшĕн хỹттинче çитĕннĕ ачасен уйрăмах, пурнăçĕ пĕртте çăмăл иртмен. Тĕмер шкулĕ çумĕнчи урамăн хĕвел тухăç енче пурăннă амăшĕпе хĕрĕ шăпах çак çемьесен йышĕнче пулнă. Раиса амăшĕ, Римма Ивановна Воробьева, час-часах чирлесе тăнăскер, колхозри йывăр ĕçсене ыттисемпе тан хутшăнайман, çавăнпа колхозра ĕçленĕ тăрăх паракан тыр-пулне те, пысăках мар укçи-тенкине те туллин тивĕçеймен. Çитменнине урам вĕçĕнчи сăртлă-тăмлă вырăнта çĕрулмипе пахча çимĕç лайăх çитĕнмен, ĕçмелли шыв ăсма аякри тараса патне çỹремелле пулнă. Хĕллехи çил-тăман çурт-йĕре, хуралтăсене алăк уçăлми хĕвсе кайса тарăхтарнă. Çавăнпа каярахпа, пурнăç сыпăнса кайсан, чылай çемье ял варринерех куçа-куçа ларнă. Раиса Николаевна та амăшне ватлăхра та пулин хăйсем пурăнакан урам çывăхнерех куçарса килнĕ. Çапах та Раиса ачалăхĕ патнех таврăнар-ха.
— Пирĕн ỹсĕмри ачасем ĕç çумне пуçламăш классенче вĕреннĕ вăхăтрах çыпăçатчĕç. Эпир, хĕр ачасем, анасене çум курăкран тасатма тухаттăмăр, арпа-улăма лаша ураписем çине тиесе тăраттăмăр. 60-мĕш çулсенче чылай ĕçе алăпа пурнăçланă. Бригадăри уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама 150 яхăн хĕрарăм, ача-пăча тухатчĕ. Уй-хир бригадин бригадирĕ Геннадий Васильев ĕçлекенсем патне пур çĕре те çитсе ĕлкĕрейменрен-ши, е каштах ĕç кунĕ тутăр тесе-ши — мана звеньевой туса хучĕ. Утă, пăрçа çулнă, пуçтарса кĕртнĕ вăхăтра хĕрарăмсене çулмалли лаптăксем виçсе параттăм, пурнăçланă ĕçсен калăпăшне шута илсе пыраттăм, бригадăри çынсене ĕçе тухма чĕнсе ялăн хамăр енчи урамĕсем тăрăх чупса çаврăнаттăм, — аса илет ачалăхне Раиса Николаевна. — 1969 çулта, 8 класс пĕтерес умĕн: «Анне, эпĕ фельдшер пуласшăн, Канашри медицина училищине каясшăн», — пĕлтеретĕп хамăн маларахах тĕвĕленнĕ шухăша. Анчах килте укçа çук. Телее, Елчĕкре çав çул чăх-чĕп фабрикин филиалне тума тытăннă та, пĕр тапхăр унта ĕçлеме çỹрерĕм. Алла 56 тенкĕ илни асра юлнă. Август уйăхĕнче экзаменсене ăнăçлă тытса вĕренме кĕтĕм. Уйăхне 30 тенкĕ стипенди тỹлетчĕç. Общежитире вырăн пулманран икĕ çул Канаша куçса кайнă хамăр ял çыннисем патĕнче пурăнтăм, унтан общежитире вырăн пачĕç. Каникул вăхăтĕнче пĕр кун та килте ларман, тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ, кăштах укçа ĕçлесе илес тĕллевпе пурăннă.
Тĕнчере ырă çынсем нумай
— Манăн пурнăçра ырă сунакан çынсем нумай пулчĕç, — тет медицина ĕçĕн ветеранĕ. — 1973 çулта медучилищĕн фельдшер уйрăмне вĕренсе пĕтернĕ специалистсене пурне те республика тулашне — Рязань тата Калинин облаçĕсене ĕçлеме ячĕç. Эпĕ Рязань облаçĕнчи Мелославль районне лекрĕм. Çур çул çак районти пысăках мар виçĕ ял çыннисене медицина пулăшăвĕ парас енĕпе ĕçлерĕм. Унтан асăннă районти тĕп больницăна куçарчĕç. Пĕр ставкăпа ĕçлекен медсестран уйăхри ĕç укçи 60 тенкĕччĕ. Тĕп врач аякран килнĕ специалиста кăштах хĕрхенчĕ пулас — тата тепĕр çур ставкăпа ĕçлеме йышăну кăларчĕ. Икĕ çул сисĕнмесĕрех иртрĕ. Вырăнти халăха хăнăхса пытăм, анчах чун тăван енех туртать, анне те пĕччен пурăнать. 1975 çулта ĕçрен тухма ирĕк пачĕç те хамăр района таврăнтăм, эпидемиолог врача пулăшакан пулса ĕçе вырнаçрăм. Тепĕр икĕ çултан Тĕмерти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕн вырăнĕ пушанчĕ те тăван ялта ĕçлеме пуçларăм. Çак ĕçре 1998 çулччен вăй хутăм. Ольга Матросова Çирĕклĕ Шăхалĕнчи врач амбулаторийĕнчен яла куçса килме кăмăл турĕ те ФАП заведующийĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыма ăна килĕштертĕм, хама унтах медсестрана куçарма ыйтнине тивĕçтерчĕç. Тĕрлĕ çулсенче Нина Муллинăпа, унăн хĕрĕпе Ирина Николаевнăпа, Лидия Петровăпа, Ольга Козловăпа, кăштах Галина Уткинăпа, Николай Сидоровпа килĕштерсе ĕçлерĕмĕр. Мария Привалихина санитаркăпа нумай вăхăт ĕçлеймерĕм, анчах вăл ĕçĕпе, пĕлĕвĕпе фельдшера улăштарма пултарнинчен тĕлĕнеттĕм. Турă панă пултарулăх уççăн курăнса тăратчĕ унра. Чирлĕ çынсем те ун патне туртăнатчĕç.
1998-2006 çулсенче медсестра, санитарка тивĕçĕсене пурнăçларăм. Мăнук çуралчĕ те ăна пăхмалла пулнăран ĕçе пăрахма тиврĕ.Каярахпа пĕр тапхăр «Ĕç ветеранĕ» ята илме санитаркăра та ĕçлесе пăхрăм. Çав вăхăтрах фельдшерпа медсестра тивĕçĕсене хам ирĕкпе пурнăçласа пыма та тиврĕ. 2014 çултанпа тивĕçлĕ канура.
— Эсир халăха медицина пулăшăвĕ парас ĕçре 40 çул ырми-канми тăрăшнине ял çыннисем лайăх астăваççĕ. Çак ĕçĕн малтанхи тата каярахри тапхăрĕсене танлаштарса пăхсан вĕсен уйрăмлăхĕ пур е çук?
— Паллах,пур! Пĕтĕмпех ĕç условийĕсенчен тата халăх йышĕнчен килет. Халĕ фельдшерпа акушер пунктĕнче ăшă, çутă. Унччен ăна вутăпа тата çĕр кăмрăкĕпе хутса ăшăтнăран вĕсене кỹрсе килесси чăрмавлăччĕ, паян газпа хутăнса ăшăнать, оборудованисем те лайăхрах, сасартăк чирлесе ỹкнĕ çынсене те грузовиксемпе мар, «Васкавлă пулăшу» машинисемпе турттараççĕ. 1977 çулта, ялти ФАПа ĕçлеме куçнă тапхăрта, 1300-е яхăн çын пурăнатчĕ, çав шутран 300 ытларахăшĕ кăкăр ĕмекен ачаран пуçласа 18 çулхи çамрăк пулнă. Фельдшерпа акушер пунктĕнче виççĕн ĕçлеттĕмĕр: заведующи, медсестра, санитарка. Вĕсем мĕн тĕрлĕ ĕç кăна пурнăçламан-ши? Ачасене прививка тумалла, ача садне, шкула яма çулсерен медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларма тĕп больницăна илсе çỹремелле, йывăр çын хĕрарăмсене шута илсе пырса сывлăхĕсене тĕрĕслесе тăмалла, ача çуратмалли вăхăт çитсен е аптăраса ỹксен çанталăкăн кирек хăш вăхăтне пăхмасăр больницăна леçессине йĕркелемелле, чирлĕ çынсене медпунктра йышăнмалла, сикекен чирсемпе кĕрешмелле тата ытти те….
Йывăр çын хĕрарăмсене учета тăратма йывăрччĕ, мĕншĕн тесен çакăн хыççăн вĕсен хăйсен сывлăхне, хырăмри ача мĕнле аталанса пынине тĕрĕслесе тăма тăтăш районти тĕп больницăна çỹремеллеччĕ те, унта çитсе килесси чылайăшне хăрататчĕ. Çул-йĕр ун чухне чаплах марччĕ. Пĕр вăхăт фермăран ĕне, лаша çухалма пуçларĕ те аслă çул патне тухакан тỹрĕ çула хĕлле уçмастчĕç, ун вырăнне ялтан Мучара, Çирĕклĕ Шăхальне каякан çула тасатса тăратчĕç. Кĕтмен çĕртен чирлесе ỹкнĕ çынсене тата йывăр çын хĕрарăмсене район центрне илсе çитересси чĕр нушаччĕ. Пĕррехинче сысна ферминче ĕçлекен Ритăна ача çуратмалли çурта леçмелле пулса тухрĕ. Çула юр хỹсе лартнă. Бульдозер çакнă ДТ-75 трактор кабинине 4 çын ларса Мучара çитрĕмĕр. Малаллахи çулпа автомашинăпа та кайма пулать пек. Унти пĕр водитель колхозăн УАЗ автомашинине килне лартса тăни çинчен илтнĕччĕ-ха. Çĕрле пулнине пăхмасăр ăна шаккаса вăрататăп. Килĕшесшĕн мар, автомашинине хускатма шыв ăшăтмалла, тет. Тỹсеймерĕм, «Хĕрарăм халь аптраса ỹксен хăв килне илсе кĕрсе çураттаратăп. Эсĕ мана чараймастăн», — терĕм. Çакăн хыççăн çеç: «Çĕр каç мунча хутнăччĕ, ăшă шыв унта юлнăччĕ пулас», — тесе вырăнтан хускалчĕ. Йывăр çын хĕрарăма Елчĕке вăхăтра илсе çитертĕмĕр.
Тепринче вара ĕлкĕреймерĕмĕр. Матросов Петя тетепе район центрне кайма тухнăччĕ, кабинăрах хĕрарăма ача çураттартăм. Больницăна илсе çитерсе вырнаçтарса, хут ĕçĕсене хатĕрлесе чылай вăхăт иртрĕ пулĕ çав. Юнланса пĕтнĕ кабинăра ларайман водитель, тасатма яла кайнă. Автостанцие çитетĕп те ман кĕсьере пĕр пус укçа çуккине пĕлетĕп. Автобус водителĕ Тĕмер чарăнăвне укçасăрах илсе çитерчĕ, — каласа парать Раиса Николаевна. — Петя мăшăрăм нумай пулăшнă мана. Вăл нихçан та чирлĕ çынна больницăна леçме хирĕçлемен. Пĕринче вăл та чутах пулăшусăр хăваратчĕ. Çав кун колхоз автомашинипе уйрăм çын валли кирпĕч турттарса килчĕ те ăна кил умне лартса юсама пуçăнчĕ. Каç пулнăран-ши е ывăннăран ĕçне вĕçлеймерĕ, ырана хăвартăм, терĕ. Çĕрле Ваçилиса чирлесе ỹкрĕ. Ун чухне «Знамя» колхозăн çăмăл автомашини çеç ялта, ыттисене Çирĕклĕ Шăхальне лартмалли йĕрке тунăччĕ. Водителе чирленĕ хĕрарăма халех больницăна леçмелли çинчен каласа ăнлантаратăп, пулăшу ыйтатăп. Яхăнне те ямасть. Арăмĕ те хирĕçлет: «Ялта вăл кăна машинăпа çỹремест!» Ирĕксĕрех каялла çаврăнса утмалла пулчĕ. Хамăр енчи кĕпер патне çитнĕ тĕле Петр автомашинине йĕркене кĕртнĕ, хирĕç пулчĕ. Каярахпа пулăшма килĕшмен арçын çул çинче инкеке лексе самаях йывăр суранланчĕ, больницăра сипленчĕ. Унтан тухсан укол туса тăма çырса панă ăна врачсем. Вăхăт çитменнине пăхмасăр, пĕр уйăх килне каçса укол туса тăтăм. Маларах унпа пулса иртни пирки пĕр сăмах та пуçарман. Инкек-синкек кирек кампа та сиксе тухма пултарать.
Хампа пулса иртни те асрах-ха. Пĕр çĕр каç ăш ыратнине туйса выртрăм. Ăна пăхмасăр фельдшерпа акушер пунктĕнче пулăшу ыйтма пынă çынсемпе ĕçлерĕм, унтан шкула кайса килтĕм. Ыратни пĕрре лăпланнă пек пулать, вăхăт иртсен каллех аптратма пуçлать. Киле таврăнтăм та мăшăра калатăп: «Елчĕке хирург патне каясах пулать». Тĕп больницăна çитрĕмĕр, телее дежурнăй врач Николай Патшин хирург пулчĕ. Тĕрĕсленĕ, мĕн ыратнине ыйтса пĕлнĕ хыççăн тỹрех операци сĕтелĕ çине вырттарчĕç. Николай Николаевич кăмăлсăррăн: «Ыратнине пĕр талăка яхăн чăтмалла-и вара ăна?» — тет. Хам шутланă пекех, аппендицит пулчĕ.
Хăйĕн ĕçĕнче пулса иртнĕ пулăмсем пирки тем те каласа пама пултарать медицина ĕçĕн ветеранĕ. 30-40 çул каяллах ялта халăх йышлă пурăннă. Çамрăксем яла та юлнă, çурт-йĕр чылай çавăрнă. Типĕрен тухсан кашни эрнере юбилей, çĕнĕ çурт ĕçки-çики, туй иртнĕ.
— Хăш-пĕр чухне ĕçкĕ-çикĕ харкашу-çапăçусăр пулман, пĕр-пĕринпе тытăçса суранлатнă тĕслĕхсем те пайтах пулнă. Милицие пĕлтермеççĕ, сурансене пăхса пулăшу пама мана чĕнеççĕ. Çавăнпа медицина сумкине каçран хатĕрлесе хума тытăнтăм. Упăшка шỹтлет: «Паян ялта каллех туй. Килсе чĕниччен хапхи патне хăвах кайса тăмастăн-и?»
Чир çынна чылай чухне çĕрле, ир енне ураран ỹкерет. Ун чухне «Васкавлă пулăшу» машини ялсем тăрăх çỹремен. Пулăшу ыйтма фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлекенсем патне чупса пынă. Пĕринче çулла веранда чỹречинчен питĕ хытă шаккаса унта çывăракан Ирина хĕрĕмĕн чĕрине хускатрĕç те пỹрте куçса кĕчĕ вĕт, — сăмах çăмхине малалла сỹтет Раиса Крылова. — Совет саманинче кам чиркĕве çỹренине, çамрăк мăшăрсем венчете тăнине, ачисене шыва кĕртнине Шупашкартанах тĕрĕслесе тăнă. Уйрăмах парти членĕсемпе комсомол ретĕнче тăракансене, учительсемпе культура тата медицина работникĕсене «куçран вĕçертмен». Фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ ачине шыва кĕртнине такам парти райкомне евитленĕ. Тĕп больницăн тĕп врачĕ Анатолий Молоствов хăй патне чĕнтернĕ ун чухне. «Раиса Николаевна, ачуна чиркỹре шыва кĕртрĕн-и? Чăннине кала-ха», — тесе ыйтать.
«Кĕртрĕм, — тетĕп. — Анчах çакăн пирки чиркỹре нимĕнле хут та çырăнман, шалăп паракансен çăварĕсене вара хуплама çук».
Анатолий Ефимович ятлаçмарĕ, ĕçрен кăларассипе те хăратмарĕ. Кун пирки урăх калаçу пулмарĕ.
Раиса Николаевнăпа Петр Григорьевич Крыловсем пĕрлешсе çемье çавăрни çитес çул çур ĕмĕр пулать. «Ачасемшĕн юратнă атте, маншăн лайăх упăшка пулчĕ мăшăрăм», — тет медицина ĕçĕн ветеранĕ. Çартан таврăнсан Петр Григорьевич колхозра водительте ĕçленĕ, куçăмсăр майпа Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумне вĕренсе пĕтернĕ. Нумай çул ялти шкулта хуçалăх заведующийĕ пулса ĕçленĕ, 10-11-мĕш классенче вĕренекенсемпе машиноведени предметне ертсе пынă. Уйрăм предприниматель ĕçне регистрацилесе ял çыннисен çĕр участокĕсене сухаланă, çĕрулми, сухан лартса, курăксем акса, пуçтарса панă. Крыловсем ял çинче ырă ятлă çынсем. Упăшкипе мăшăрĕ икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ. Ывăлĕсем хулара тĕпленнĕ, хĕрĕ ялта. Пурте мăшăрĕсемпе тату пурăнаççĕ, ĕçлеççĕ, ачисене çитĕнтереççĕ.
Раиса Крылова ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçленĕ çулсенче кĕрсе курман çурт, çемье юлман. Пĕрне васкавлă майпа медицина пулăшăвĕ парса çăлса хăварнă, тепĕрне суранлансан чылай вăхăт сипленĕ, виççĕмĕшне çут тĕнчене килме пулăшнă. Халăх иртнине аса илнĕ май хăйне ырă тунă хĕрарăма паян та ăшшăн тав тăвать. «Тавах, Раиса Николаевна», «Спасибо, Раиса аппа», — теççĕ ăна. Ĕç ветеранĕшĕн çак сăмахсем эмелрен те паха.
Николай АЛЕКСЕЕВ.