Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пĕлỹ тĕнчин уйĕпе — тулли шухăш-ĕмĕтпе

Конференци ĕçне Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, вĕренỹпе наука ĕçченĕсен профсоюзĕн рескомĕн председателĕ Зинаида Степанова хутшăнчĕç.

Анлă пухура «Чăваш Республикин вĕренỹ аталанăвĕн малашлăхри программи — Раççей Федерацийĕн вĕренỹ Стратегийĕн механизмне пурнăçа кĕртни» темăпа Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев доклад турĕ. Тĕп тезиссенчен çакă курăнать.

Юлашки çулсенче округри вĕренỹ организацийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетес, вĕсенче ĕçлекенсен ĕç условийĕсене тивĕçлĕ шайра йĕркелес тĕлĕшпе ырă улшăнусем сахал мар. Кунта инфраструктурăна çул пани те ырă пулăм. Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта, акă, федераци программипе килĕшỹллĕн 57,9 миллион тенкĕлĕх тĕп юсав ĕçĕсем пурнăçланаççĕ. «Строймонтажизоляция» сахал яваплă общество графика пăхăнса ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне палăртнă пĕтĕм мероприятие вĕçлеме шутлать.

Шкул коллективĕсем «Пуçару бюджетне» алла илсе пынине те палăртма кăмăллă. Елчĕксен учреждени территорийĕнче ачасене автобус кĕтмелли веранда (1436445,20 тенкĕ) хута яни те меллĕ, мĕншĕн тесен хăтлăх тата хăрушсăрлăх ыйтăвĕ малти вырăнта пулмалла.

Çĕнĕ Пăвасем асăннă программăпа пуçласа ĕçлемеççĕ. Кăçал кунта тỹрех виçĕ ĕç пурнăçланă: пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерме шыв вырăнĕ чавса хатĕрленĕ тата Медиа центрпа коворкинг-центр хута янă. Ĕçе кĕртнин пĕтĕмĕшле сумми — 1510428,30 тенкĕ. Елчĕкри «Солнышко» ача сачĕн умĕнчи территорие автомашинăсем лартма чулран сарса лаптăк (160 пин тенкĕ) йĕркеленĕ.

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев муниципалитетсен представителĕсене 39 çĕнĕ автобус уççисене панă, çав шутра пирĕн округри Елчĕк тата Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕсене те. Автотранспорт хăрушсăрлăхăн пĕтĕм стандартне туллин тивĕçтерет: ГЛОНАСС аппаратури, тахограф, маячоксем т.ыт.те пур.

«Тăван çĕршыв хăрушсăрлăхĕн тата хỹтлĕхĕн никĕсĕсем», «Ĕç» («Технологи») предметсен пỹлĕмĕсене оборудованисемпе çĕнетме округри шкулсене пĕтĕмпе 1691520,76 тенкĕ уйăрнă.

Вĕренỹ организацийĕсенче ачасене пахалăхлă апат-çимĕçпе тивĕçтересси яланах пысăк тимлĕхре. Ку тĕлĕшпе «Общепит Батыревский» сахал яваплă обществăпа килĕшỹ çирĕплетнĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче 445 ачана яхăн — 1-4 классенче вĕренекенсене, СВОна хутшăнакансен, инвалид статусне кĕрекен сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак ачасене тỹлевсĕр вĕри апатпа тивĕçтерĕç.

Регионти шкулсен апат-çимĕç блокĕсене тĕрлĕ оборудованипе тивĕçтерме субсиди уйăрнă. Пирĕн округа — 2137500 тенкĕ. Çак тĕллевпех вырăнти бюджетран хушма сумма — 112500 тенкĕ уйăрнă. Асăннă направленипе Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче 403389 тенкĕлĕх кухня оборудованийĕ туянса вырнаçтарнă.

Кирек мĕнле ĕç ăнăçлăхĕ кадрсенчен килет. 157 учительтен 57-шĕ аслă, 77-шĕ пĕрремĕш категориллĕ. 35 çула çитичченхи педагогсем — 6-н, вĕрентекенсен вăтам ỹсĕмĕ — 53 çул. Сахал ачаллă шкулсенче кадрсемпе уйрăмах çивĕч пулнăран хăш-пĕр учитель тĕрлĕ предмет ертсе пырать.

Вĕренỹпе воспитани тытăмне тĕрлĕ организаци те хăйсен тỹпине хывас тĕллевлĕ. «Яндекс» ООО, акă, тачă çыхăнура. Унăн тытăмĕнче кăçал «Информатика учителĕсен кадр резервĕ» программăпа Чăваш Енри 150 педагог вĕренсе тухнă. Лаш Таяпа шкулĕнчи Вера Павлова та палăрнă унта, ятарлă удостоверени те илнĕ.

Округра професси ăсталăхĕн конкурсĕсене («Çулталăкри воспитатель», «Чи лайăх класс ертỹçи», «Çулталăкри учитель», «Çулталăкри социаллă педагог», «Тăван чĕлхепе литературине чи лайăх вĕрентекен») хутшăнни хăех çитĕнỹ. Фаина Петрова («Чебурашка» ача сачĕ), Леонилла Пупина (Çĕнĕ Пăва шкулĕ), Лариса Гладкова (Курнавăш), Нина Левая (Çирĕклĕ Шăхаль), Ольга Кузьмина (Елчĕк) тĕрĕслевĕн тĕрлĕ тапхăрĕнчен ăнăçлă тухса округра çĕнтернĕ. Ольга Васильевна вара «Чăваш Енри учитель-2025» конкурсра лауреат пулса тăнă.

Экзамен — шкул ачисемшĕн малашнехи çула палăртакан пĕлтерĕшлĕ тапхăр. Кăçал патшалăхăн тĕп экзаменне тытнă 152 ачаран 147-шĕ аттестат, 2-шĕ свидетельство илнĕ. Икĕ ачан кĕркунне каллех экзамен тытас пулать.

Вун пĕрмĕшсенчен хăйсен кăтартăвĕсене лайăхлатас тĕллевлĕ 14 вĕренекен тепĕр хутчен тĕрĕсленнĕ, вĕсенчен 8-шĕ — ỹсĕмлĕ. Вĕренỹри çитĕнỹсемшĕн 7 хĕрпе каччă I степень, 10-шĕ II степень медальсене тивĕçнĕ.

Вĕренỹ ĕçĕн пахалăхĕ тĕрлĕ шайри предмет олимпиадисенче курăнать. Муниципалитетра вĕсене пурĕ 585 вĕренекен хутшăннă, регионта хăйсен пĕлĕвне 10 предметпа 32-н кăтартнă. Çичĕ вĕренекен 8 предметпа палăрнă, вĕсен ячĕсене палăртмаллах: Даниил Патшин (наставникĕ Алексей Данилов) астрономипе, Герман Кузьмин (Надежда Изосимова) обществознанипе, Роман Фомкин (Елена Морозова) экологипе, Никита Жуков (Олег Осипов) физкультурăпа, Денис Долгов (Петр Кузнецов) историпе тата экономикăпа, Сергей Баймушкин (Сергей Долгов) технологипе — призерсем. Сергей Витальевичăн тепĕр вĕренекенĕ, Матвей Петров, асăннă предметпах çĕнтерỹçĕ.

Пĕтĕм Раççейри предмет олимпиадисен регион шайне хутшăннин тухăçлăхĕ 25 процент, çакă 2023-2024 вĕренỹ çулĕнчи кăтартупа танлаштарсан 8,33 процент пысăкрах.

Тăван ен культурипе те регионта призерсен йышне кĕнисене палăртмаллах: Кушкăри Олеся Шавкинăпа Карина Михеева (наставникĕсем Галина Вениковăпа Марина Шавкина), Курнавăшри Эвелина Федорова (Надежда Кузнецова).

Регионсем хушшинче иртнĕ чăваш чĕлхипе литература олимпиадисенче — тăватă призер: Курнавăшри Татьяна Васильева (наставникĕ Надежда Кузнецова), Кушкăри Анна Чайкина (Анна Портнова), Елчĕкри Ангелина Петуховăпа (Надежда Кушманова) Юлия Агеева (Галина Каринкина).

Елчĕк шкулĕнчи 4-мĕш класра вĕренекен Валерия Медведевăпа Ксения Савинова Алевтина Смирновăпа Светлана Зайцева ертсе пынипе республикăри ăс-хакăл вăййисенче палăрнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн регионсем хушшинче призер хатĕрленĕшĕн Галина Каринкинăна 50 пин тенкĕлĕх преми пама йышăннă.

Иртнĕ çул Елчĕкри Портновсен çемйи Пĕтĕм Раççейри «Çĕр спорчĕ» марафонăн финалĕнче Чăваш Ен чысне хỹтĕлени те мăнаçлăх çуратать.

Докладчик ачасене хушма пĕлỹ парас, вĕсен канăвне йĕркелес, патриотла мероприятисен витĕмлĕхне ỹстерес ыйтусене те хускатрĕ…

Педагогсен конференцийĕ çĕнĕ вĕренỹ çулне пуçăнма çĕнĕ вăй-хăват, çĕнĕ шухăш-кăмăл кỹрекен мероприяти те. Çавăнпа чыславсăр епле пултăр. Алевтина Федорова, хăйĕн сăмахĕнче педагогсен пархатарлă ĕçне пысăка хурса хакланă май, Лариса Агеевăна (Елчĕк), Николай Волкова (Аслă Елчĕк), Оксана Мясниковăна (Çирĕклĕ Шăхаль), Феонила Порфирьевăна (Курнавăш) «Раççей Федерацийĕн вĕренỹ тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăпа, Ольга Архиповăна (искусство шкулĕ), Светлана Морозовăна («Шевле» ача сачĕ) ЧР Вĕренỹ министерствин Хисеп грамотисемпе наградăларĕ.

Профсоюз ĕçĕнчи активлăхшăн Зинаида Степанова аллинчен Курнавăш шкулĕнчи Лариса Гладкова, Çĕнĕ Пăвари Анна Иванова, Елчĕкри Татьяна Сусметова ЧР вĕренỹпе наука профсоюзĕн рескомĕн Хисеп хутне илчĕç.

Округ пуçлăхĕ Леонард Левый хăйĕн сăмахĕнче вĕренỹ организацийĕсенче ĕçлекенсем тĕп тивĕçе çỹллĕ шайра туса пынисĕр пуçне обществăн ытти тытăмĕнче те хастарлăх кăтартнине палăртрĕ. Залра ларакансем патне çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Юрий Поповăн саламне те çитерчĕ вăл. Вĕренỹпе воспитани ĕçĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Мария Алексеева (Çĕнĕ Пăва), Луиза Доброхотова (искусство шкулĕ), Венера Кудряшова (Курнавăш), Ирина Леонтьева (Лаш Таяпа) педагогсене ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисемпе, Алевтина Ивановăна (Елчĕк) Тав хучĕпе чысларĕ.

Ытти ведомствăн чыславне тивĕçнисем çаксем пулчĕç: Светлана Торговцева (Кушкă), Алина Степанова (Лаш Таяпа), Людмила Горшкова («Шевле» ача сачĕ), Татьяна Прокопьева (ачасен пултарулăх çурчĕ).

Конференци ĕçне хутшăнакансем фойере искусство шкулĕнче вĕренекенсен ỹкерчĕкĕсемпе, «Ỹсĕм вырăнĕ» вĕренỹ центрĕн оборудованийĕсемпе усă курса йĕркеленĕ интерактивлă площадкăпа паллашма пултарчĕç. Искусство шкулĕн преподавателĕсен юррисем вара кашнинех çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм кỹчĕç пулĕ.

Николай МАЛЫШКИН