Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Йывăр условисене пăхмасăр

Çанталăкăн йывăр условийĕсене пăхмасăр округра вырма ĕçĕсем малалла пыраççĕ.

Уй-хирсенчи лару-тăрупа паллашас тĕллевпе çак кунсенче округра «Агротехнология» сахал яваплă общество директорĕ Валерий Гаврилов пулнă. Ентеш пирĕн тăрăхра ял хуçалăх ĕçĕсене ирттерес енĕпе куратор шутланать. Вăл «Яманчурино» тата Ленин ячĕллĕ (сăн ỹкерчĕкре) хуçалăхсене çитсе курнă. Хуçалăхсенче тыр-пул пухса кĕртес плана 63 тата 76 процент пурнăçланă.

Округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн информацийĕ тăрăх, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕр гектартан 50 центнертан ытларах илекенсем хальлĕхе çаксем: «Сатурн» — 57,4, «Рассвет» — 53,8, «Авангард» — 52,7, «АСК-Яльчики» — 50,8.

Хуçалăхсем выльăх апачĕ хатĕрлессине те кун йĕркинчен кăларман — утă 6567 тонна, сенаж 45366 тонна хывнă. Кĕрхи культурăсем акма 4565 гектар çĕр хатĕрленĕ.