Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Виçĕ ăмăрту - виçĕ çĕнтерỹ

     2004-2005 вĕренỹ çулĕнче Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта 4 класра пĕлỹ пухакан Оксана Теренина спорт мелĕпе утассипе республика шайĕнчи виçĕ ăмăртăва хутшăннă, пуринче те çĕнтернĕ. Виççĕмĕш старта Оксана çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче, спорт мелĕпе республикăри шкул ачисен ăмăртăвĕнче тухнă. 1000 метрлă дистанцие вăл пуринчен малтан вĕçленĕ.

     П.Самсонов тренерăн тепĕр воспитанникĕ Р.Самсонов 3000 метрлă дистанцире вăй виçнĕ, тăваттăмĕш результат кăтартнă.