Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

В.Фетисов тав тунă

     Нумаях пулмасть Мускавран, РФ Физкультура тата спорт енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертỹçинчен В.Фетисовран Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин ячĕпе çыру килнĕ. Вăл район пуçлăхне тата райадминистрацин халăх сывлăхне çирĕплетес, физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен тĕп специалиста Н.Адюкова Елчĕк районĕнче "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2005" XXIII массăллă ăмăртăва хатĕрленсе ăнăçлă ирттерес тĕлĕшпе пысăк тỹпе хывнăшăн тав тунă, Хисеп грамотипе чысланă.