Юлашки вăхăтра хĕç-пăшалпа усă курса çĕршывра тунă преступленисен шучĕ ỹсрĕ, çакă уйрăм çынсен аллинче вăл нумай пулни çинчен те калать. Çынсен аллинче хĕç-пăшал пулмалла мар, ку вăл правăна пăсни. Унпа усă курни йывăр преступленисем патне илсе çитерет. Лицензи илнĕ сунар пăшалĕ №яка кĕпçелли№, старт памалли пистолет, строительствăпа монтаж ĕçĕнче усă куракан пистолет, электрошок хатĕрĕсем уголовлă яваплăх тытмалли хĕç-пăшал шутланмаççĕ. Ун шутне автоматсемпе пулеметсем, минометсем, гранатометсем, карабинсемпе винтовкăсем, пистолетсемпе револьверсем тата вутпа перекен ытти хĕç-пăшал кĕреççĕ. Вĕсене тата вĕсен боеприпасĕсене, деталĕсене, çавăн пекех сирпĕтмелли хатĕрсене сутнăшăн, туяннăшăн, упранăшăн саккунпа килĕшỹллĕн айăплаççĕ, вăл преступлени шутланать. Асăннă преступленисемшĕн 16 çултанах уголовлă йĕркепе явап тыттараççĕ. Уголовлă Кодексăн 222 статйипе килĕшỹллĕн саккуна пăсса хĕç-пăшал, боеприпассем, сирпĕтекен хатĕрсем туяннăшăн, урăх çынна панăшăн, сутнăшăн, упранăшăн, пĕрле йăтса çỹренĕшĕн виçĕ çул таран ирĕкрен хăтарма, 6 уйăх таран арестлеме, чи пĕчĕк ĕç укçин 200 виçинчен пуçласа 500 виçи таран е айăпланаканăн ĕç укçин 2-5 уйăхри ытти тупăш виçи чухлĕ штрафпа пĕрле виçĕ çул таран ирĕкрен хăтарма пултараççĕ. Çак ĕçсенех ушкăнпа малтан калаçса татăлнă хыççăн е темиçе хутчен пурнăçласан, икĕ çултан пуçласа ултă çул таран, йĕркеленнĕ ушкăнпа преступлени тусан сакăр çул таран ирĕксĕр хăвараççĕ. Саккуна пăсса газ, "сивĕ" хĕç-пăшал туяннăшăн, сутнăшăн е пĕрле йăтса çỹренĕшĕн №хĕç е çĕçĕ таврашĕ наци костюмĕн шутне кĕнĕ е ухута ĕçĕпе çыхăннă вырăнсемсĕр пуçне№ тата та çирĕпрех айăплаççĕ: 180-240 сехет таран обязательнăй йĕркепе ĕçлеттереççĕ е çулталăкран пуçласа икĕ çул таран ĕçлесе тỹрленме яраççĕ. Çавăн пекех 3-6 уйăха арестлеме, чи пĕчĕк ĕç укçин 200 виçи е ĕç укçи, е икĕ уйăхри ытти тупăш виçи чухлĕ штрафпа пĕрле икĕ çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ. Çакна та каласа хăвармалла: хĕç-пăшала, боеприпассене, сирпĕтмелли хатĕрсене харпăр хăй ирĕкĕпе пырса паракана уголовлă йĕркепе явап тыттарассинчен хăтараççĕ. Раççей Федерацийĕн 1993 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнчи "Хĕç-пăшал çинчен" Саккунĕпе килĕшỹллĕн, туяннă е парнеленĕ хĕç-пăшала патшалăх енчен регистрацилемелле, ăна ятарлă ешчĕкре упрамалла. Анчах... Йĕркене пăснă тĕслĕхсем çав-çавах тĕл пулаççĕ. Акă, иртнĕ çулхи ака уйăхĕнче Шăмалакри Валерий Рудольфович Романова айăплама тиврĕ. Вăл 1993 çултанпа хăйĕн килĕнче 16 калибрлă 7 патрон, "ДОП" йышши тĕтĕмлĕ тар №пурĕ 950 грамм№ тытнă. Паллах, саккуна пăсса, милици органĕсенчен тивĕçлĕ ирĕк илмесĕрех. Мĕн тума шутланă-ши вăл вĕсемпе, паллă мар. Çапах та, ырă шухăшпах мар пулĕ( Хăй ĕнентернĕ тăрăх, вăл сирпĕтекен япаласемпе никама та инкек кỹресшĕн пулман. Тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, чăнах та, унăн ĕç-хĕлĕнче усал шухăш пулман. Çакна шута илсе, район сучĕ ăна 1152 тенкĕ çеç штрафлама йышăннă. Пытарма кирлĕ мар, халĕ районта хăш-пĕр çынсен саккуна пăсса упракан хĕç-пăшал, патронсем е ытти сирпĕтекен япаласем пур. Тен, хăшĕ ăна малашнехи пурнăçра кирлĕ тесе упрĕ. Анчах... Милици аллине лексен, ăна пуçран шăлмĕç, тивĕçлипе айăплĕç. Çавăнпа халĕ, пĕр тăхтаса тăмасăр, саккуна пăсса упракан хĕç-пăшала, сирпĕтекен япаласене районти шалти ĕçсен пайне хăйсен ирĕкĕпе пама ыйтатпăр. Çакă, пĕр енчен, судпа айăпланасран хăтарĕ, тепĕр енчен, сире пурнăçра та ырăлăх çеç кỹрĕ.
Авăрламан пăшал та пĕрре перет
Дополнительно
07 июля 2004
00:00
"Елчĕк Ен"