"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи виçĕ комплекслă бригадăра вăрлăхсем упранакан кĕлетсем патĕнче халĕ хĕрỹ ĕç пырать. Пысăк тухăç вăрлăхран нумай килнине шута илсе, тĕрлĕ чир-чĕртен сыхласа акмалли вăрлăха "феразим" препаратпа им-çамлаççĕ. Кунта тăрăшакансем пурте медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, тĕрлĕ им-çампа ĕçлеме ирĕк илнĕ. Вăрлăха им-çамлакансен ĕç-хĕлне Мария Осипова, Петр Воробьев, Николай Павлов кладовщиксем йĕркелесе пыраççĕ.
Вăрлăхсене имçамлаççĕ
Дополнительно
21 апреля 2004
00:00
"Елчĕк Ен"