Тĕмерте мĕн пулса иртет?
Иртнĕ эрне кун, утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Тĕмер халăхĕ шартах сикнĕ: яла ир-ирех суд приставĕсен службин пысăк ушкăнĕ килсе çитнĕ, вĕсем тỹрех хуçалăх правленине çул тытнă. Аллисене чукмарсем тытнă, ятарлă çи-пуç тăхăннă арçынсен ушкăнĕ кĕтмен çĕртен правлени çуртне пырса кĕрсен бухгалтер-кассир, хытă хăраса ỹкнĕскер, ураран ỹкнĕ. Тăнне çухатнăскере васкавлăн районти больницăна леçнĕ. Тĕмерте мĕн пулса иртет( Ял çыннисем мĕнпе айăплă( Сăлтавĕ вара акă мĕнре: 1998 çулхи кăрлач уйăхĕнче ун чухне ертỹçĕ пулнă Алексей Аверкин Ял хуçалăх министерстви çумĕнче йĕркеленнĕ апат-çимĕç корпорацийĕ урлă "Труд" хуçалăх ячĕпе Чăваш Республикин Финанс министерствин вексельне 1 миллиард тенкĕлĕх! №ун чухнехи хаксемпе№ илнĕ. Ăна вăл хуçалăх кассине прихутлама та "манса кайнă". Çакăн чухлĕ укçана - 1 миллиард тенке! шута илмесĕрех ăçта "çухатнине" пĕлме хăтланакансене, çакăншăн, чăннипех, хушша-хуппа кĕме тивĕçлĕ хуçалăхри шут ĕçченĕсене ертỹçĕ кашни хутĕнчех, каçарăр та, айван ача хуравне панă: "Векселе шурă кĕпе тăхăннă, мăйне галстук çыхнă ар çынна усă курма патăм", - тенĕ. Пĕтĕм пăтăрмах килĕшỹ вăхăчĕ тухнипе корпораци суда хуçалăх ячĕпе заявленипе тухнинчен пуçланнă. Çак вăхăтчен "Труд" хуçалăхăн векселĕпе çыхăннă ĕçе виçĕ хутчен Чăваш Республикин Арбитраж судĕнче пăхса тухнă. Шел пулин те, хуçалăх ячĕпе илнĕ хаклă хутсене ял хуçалăх производство кооперативĕн кассине вуçех прихутламаннине, çакăншăн çĕрне-кунне пĕлмесĕр фермăра, уй-хирте ĕçлекенсем мар, пĕтĕмпех пĕр çын - ун чухнехи ертỹçĕ Алексей Аверкин анчах айăплă пулнине ĕнентерме май килмен. Тепĕр тесен, хуçалăхăн ун чухнехи председателĕ Алексей Егорович çак кунхине правлени çурчĕ умне пухăннă пĕтĕм ял-йыш, суд приставĕсен службин пысăк ушкăнĕ умĕнче çакăн пек лару-тăру килсе тухнăшăн хăй айăплă пулнине йышăнчĕ, хаклă хутсене, малтан каланă пекех, шурă кĕпе тăхăннă, галстуклă ар çынна пани çинчен хăй чĕлхипе хăй каласа кăтартрĕ. Ют укçапа усă курса пурăннă тесе айăпланă хуçалăхăн укçан малтанхи суммине кура, çак вăхăтчен процент, пени тỹлевĕсем те капăшсăр ỹссе кайнă. Судпа та "итлеттерме" май килмен хуçалăх ĕçне халĕ ĕнтĕ пĕтĕмпех суд приставĕсен службин аллине панă, урăхла каласан, хуçалăх шăпине халĕ вĕсем анчах татса параççĕ. РФ Юстици министерствин Чăваш Республикинчи управленийĕн суд приставĕсен службин ĕçĕсен йĕркелĕвĕн пай пуçлăхĕ Вячеслав Галицкий палăртнă тăрăх, хуçалăхри пурлăха пурĕ 1 миллион та 500 пин тенкĕлĕх арестленĕ. Çакна саккунлă майпа çирĕплетме, кирлĕ документсене хатĕрлесе çитерме килнĕ вĕсем хальхинче. Вячеслав Галицкий ял çыннисене çак ĕçпе татăлмалли условисемпе паллаштарчĕ: 1 миллион тенкипе çак кунсенчех укçан е фермăри выльăх-чĕрлĕхпе, 500 пин тенкипе çĕнĕ тырăран татăлмалла. Çакăн хыççăн пĕрлешỹллĕ хуçалăхра ĕçлекенсем чăтса тăраймарĕç, шăв-шав çĕклерĕç. Вун-вун çул пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă пурлăх саланнине пĕлсе, курса тăрса чĕнмесĕр, сăмах хушмасăр епле чăтăн, чĕре епле ыратмĕ( Векселе вĕсем куçпа курман, унпа пĕр пуслăх япала туянман. Пĕр çын айванлăхне, тимсĕрлĕхне пула №айванлăх-ши, тимсĕрлĕх-ши çакă, тен, юри туни(№ Тĕмерсем çап-çара тăрса юлаççĕ-çке.