Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чи нумай сĕт сăвакансем

     "Сатурн" хуçалăхри ĕне сăвакансем çу тапхăрĕн пуçламăшĕнченех хăйсен кăтартуллă ĕçĕ-хĕлĕпе палăрчĕç. Паян кунта кашни ĕнерен 19 килограмм, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 5 килограмм ытла сĕт сăваççĕ. Çакă районĕпе илсен те, хальхи вăхăтри чи пысăк кăтарту.

      - Çуллахи лагере çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче тухрăмăр. Сăвакан ĕнесене кирлĕ шайра тăрантарма хирте симĕс курăк çителĕклĕ пулнăран сăвăм кунран-кун ỹссе çеç пычĕ, - тет Петр Купташкин тĕп зоотехник.

     Хуçалăхăн кĕтĕвĕ пĕчĕк мар, кунта пурĕ 125 сăвакан ĕне. Малтанхи вăхăтра кĕтỹ ыраш пуссинче çỹрерĕ, хальхи вăхăтра вĕсене ятарласа уйăрнă костер, люцерна пуссисенче тăрантараççĕ. Кăнтăрла ĕнесене курăк ани çинче ирĕклĕн çỹретеççĕ. Каçхи сăвăм хыççăн та кашни кунах курăка умран юличчен çулса çитерессине йĕркене кĕртнĕ. Ĕнесен умĕнчен артезиан скважининчен илекен таса шыв, тăвар татăлмасть. Сăвакан ĕнесене каярахпа тăрантарма тесе 15 гектар çинче рапс та акса хăварнă. Рапс- белокпа пуян культура, продуктивлăха ỹстерме пулăшать.

     Çут çанталăк кỹнĕ ырлăхпа - çуллахи йỹнĕ апатпа - пĕлсе, туллин усă курнипе хуçалăх кирлĕ шайри продукци туса илет. Кашни кун 2500 килограмм сĕт сутать, çавна май хуçалăх кассине 12000 тенкĕрен кая мар укçа-тенкĕ пырса кĕрет. Ỹсĕмсене вара çынсем çывхартаççĕ, дояркăсем пурте - хăйсене шаннă ĕçе пĕлсе, юратса пурнăçлакансем. Вĕсем пирки урăхла "выльăх чĕлхине пĕлекенсем", тетпĕр. Тивĕçлĕ шайри продукци илесси кĕтỹçĕсенчен нумай килет. Вячеслав Докторов, Борис Миронов, Вениамин Докторов кĕтĕве кăнтăрла, Николай Васильев, Вениамин Лисицын хуралçăсене çĕрлехи кĕтĕве кĕтме шанса панă.



"Елчĕк Ен"
06 июня 2005
00:00
Поделиться