Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тискер чĕрчун усалланать

     Юлашки вăхăтра пирĕн тăрăхра тилĕсемпе кашкăрсем йышланса кайни, çынсем вĕсене ялсем çывăхĕнче курни çинчен калаççĕ. Елчĕкре пурăнакан спорт ветеранĕ Н.Никифоров, уй-хире час-часах йĕлтĕрпе уçăлма тахаканскер, иртнĕ кану кунĕсенче Елчĕкпе Таяпа Энтри çĕрĕсене уйăракан варта тăр кăнтăрла пилĕк тилĕ, пĕр кашкăр курнине, вĕсем çынран хăраманнине каласа пачĕ. Çак кунсенче дачăна кайрăм та темиçе çĕрте кашкăр йĕрне асăрхама тиврĕ. Хам дача патне çитсен метр çурă çỹллĕш сетка карта урлă сиксе каçнă чĕрчун йĕрĕ часах куçа курăнчĕ. Йытă ун çỹллĕшне сикес çук. Ку та кашкăр йĕрĕ пулчĕ. Вăл дача пỹртне, унпа юнашар пĕчĕк сарая тĕрĕсленĕ.

     Тилĕсем, кашкăрсем кăçалхи пек çын пурăнакан вырăнсенех çитни вăрçă вăхăтĕнче анчах пулнă теççĕ.



"Елчĕк Ен"
04 апреля 2005
00:00
Поделиться