Чи пысăк телей
Ака уйăхне пысăк савăнăçпа кĕтсе илчĕç районти тĕп больницăри ача çураттаракан уйрăмра ĕçлекенсем. Пуш уйăхĕн юлашки кунĕнче 3 "çĕнĕ кайăк" вĕçсе килчĕ çакă çутă тĕнчене. Уйрăм тулли, паян-ыран ача кĕтекенсем те сахалăн мар.
3 уйăхра районти уйрăмра 23 ача кун çути курчĕ. "Пепкене алла илнинчен пысăк савăнăç пур-ши? Турă панă телей", - тет районти тĕп акушер-гинеколог А.Пупина.
"Елчĕк Ен"