Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çу _ хĕрỹ ĕçсен тапхăрĕ

         Тунти кун район администрацийĕнче пулса иртнĕ канашлăва районăн хăй тытăмлăх пуçлăхĕ Н.П.Миллин ертсе пычĕ. Унта район администрацийĕн пай пуçлăхĕсем, тĕп специалисчĕсем, ял администрацийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Н.П.Миллин чи малтанах ял хуçалăхĕнчи лару-тăру çинче чарăнса тăчĕ. Çăвăн иккĕмĕш уйăхне кĕтĕмĕр. Ытти çулсенче ку вăхăтра районти хуçалăхсем утă, сенаж чылай хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ. Кăçал вара выльăх апачĕ саппасласси питĕ япăх пырать. Çакна тăтăш çумăр çуса тăнипе сăлтавлама пулать-ха. Анчах унпа хĕл кунĕсенче хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕх тутă пулмасть-çке. Енчен те çанталăк утă хатĕрлеме май памасть пулсан - сенаж хывмалла. Район администрацийĕн пуçлăхĕ çанталăк уяр тăнă вырсарни кун чылай хуçалăха çитсе курнă. Анчах пĕринче те выльăх апачĕ хатĕрлеме тухман. Çанталăк малашне те çакăн пек тăрать тесе алă усса ларсан, уяр кунăн кашни саманчĕпе усă курмасан выльăхсене мĕнпе тăрантарăпăр( Районти кашни яла çут çанталăк газĕ çитрĕ. Халĕ ăна килсене, предприятисемпе организацисене кĕртес ĕç пырать. Планпа районĕпе 3 пин киле "кăвак çулăм" кĕртмелле. Район администрацийĕ çак цифрăна 3,5 çитересшĕн, уйрăм килсене газ кĕртессине сентябрь пуçламăшĕ тĕлне вĕçлесшĕн. Район администрацийĕн пуçлăхĕн Н.П.Миллинăн шухăшĕпе кĕрхи йĕпе-сапара, пылчăкра çăрăлмалла, хĕлле шăн çĕре таккамалла ан пултăр. Çитменнине кăçал кĕркунне ял хуçалăхĕнче те ĕçсем тăкăс пуласси халех паллă. Çут çанталăк газĕ кĕртме халăхран пĕтĕмпе 23 миллион тенкĕ пуçтарнă, çуррине ытларах каялла тавăрса панă, парăм тата 11 миллион тенкĕ юлнă. Н.П.Миллин ял администрацийĕсен пуçлăхĕсене ăна халăха пĕр пус юлмиччен тавăрса парассишĕн ĕçлеме хушрĕ. Ял администрацийĕсем халăха усă курма çĕр лаптăкĕсем уйăрса панă. Анчах чылай çĕр лаптăкĕ пушă выртать, унта çум курăк ỹсет. Çакă уйрăмах Елчĕкре палăрать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ çитменлĕхсене тивĕçлĕ службăсене кĕске вăхăтра пĕтерме хушса хăварчĕ. Канашлура территорисене тирпей-илем кỹрес ыйтăва та хускатрĕç. Акă, юлашки вăхăтра Елчĕке кĕмелли çĕнĕ çулсем Пушкин тăкăрлăкĕпе, Советсен урамĕпе уçнă, вĕсене асфальт сарса хытарнă, Ырсамай хĕррипе уçнă çулпа та район центрне кĕмесĕрех малалла кайма пулать. Анчах Елчĕк урамĕсемпе çав-çавах груз турттаракан автомашинăсем, кустăрмаллă тракторсем çỹренине куратăн. Район пуçлăхĕ шалти ĕçсен пайĕн ГАИ уйрăмне груз турттаракан автотранспорта Елчĕке кĕмешкĕн чарма хушу пачĕ. "Сатурн" ЯХПК механизаторĕ В.Кукурузов нумаях пулмасть республикăри сухаçăсен ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Пирĕн район механизаторĕн пысăк çитĕнĕвĕ çакă. Н.П.Миллин пултаруллă механизатора район администрацийĕн Хисеп грамоти тата укçан преми парса чыс турĕ. Ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ В.Н.Никитин "Труд" ЯХПК мĕн сăлтава пула панкрута тухас хăрушлăх патне килсе тухнине каласа пачĕ №кун çинчен хаçатăн паянхи номерĕнчи "Тĕмерте мĕн пулса иртет" статьяна вуласа пĕлме пултаратăр№. Канашлăва хутшăннисем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă паллă ентеше _ СССР летчик-космонавтне, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне Андриян Николаева асăнса пĕр минут шăп тăнă.



"Елчĕк Ен"
07 июля 2004
00:00
Поделиться