Хисеплĕ ентешсем!
Сире чěререн Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Тăван чĕлхе - кашни çыннăн чи пысăк пуянлăхĕ, юратнă аннен сăпка юррийĕ, мăн асаттесемпе асаннесен иксĕлми ăс-хакăлĕ.
Эпир мĕн пĕчĕкрен калаçса ÿсекен чăваш чĕлхи чи çепĕç те пуян чĕлхе. Эпир ăна хисеплетпěр, унпа мухтанатпăр.
Чăваш чĕлхи кунне чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлев çуралнă кун паллă туни те пысăк пĕрлтерěшлě.
Тăван сăмаха упрасси тата хакласси – пирĕн пĕрлехи ĕҫ. Юратар хамăр чěлхемěре, ачасене ăна хисеплеме вěрентер.
Уяв ячěпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу, килĕшÿ сунатăп!
Елчĕк муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Л.В.Левый.