Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Комментарии к пресс-конференции Главы Чувашии Олега Николаева

Зинаида ЯКОВЛЕВА, Елчӗк муниципалитет округӗн Общество Палатин ертӳҫи:
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев иртнӗ çулталăка пĕтĕмлетсе, малашлӑха тишкерсе ирттернӗ пресс-конференцине питӗ тимлӗ итлерӗм. Унта вӑл республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне хакларӗ, халăхăн пурнăç шайне ỹстерессипе çыхăннă программăсене сỹтсе яврӗ. Тĕл пулăва федераци тата регион шайĕнчи МИХсен представителӗсем хутшӑннӑ май вӗсен ыйтӑвӗсем ҫине туллин хуравларӗ Олег Алексеевич.
«Елчĕк ен» хаçатӑн тӗп редакторĕ Елена Петрова Елчĕк тăрăхĕнчи Аслă Таяпа Хулашĕн пуласлӑхӗпе интересленчӗ. Ҫак объект истори тата этнографи туризмĕ тĕлĕшĕнчен питĕ кăсăклă пулнине палӑртнӑ май унта этнокомплекспа туризм центрӗ тума ҫук-ши тесе интересленчӗ журналист.

- Эпир хальхи вăхăтра туризма аталантарма нумай вăй хуратпăр. Пирĕн туристсене малтан хамăрăн тавралăха юраттармалла, унтан тепре килес кăмăл çуралтăр тесе тăрăшмалла. Ку тĕлĕшрен федераци, республика хыснинчен укçа илсе çак проектпа ĕçлеме палӑртнӑ эпир. Эсир те манпа пĕр шухăшлă пулни савăнтарать, - ыйту ҫине хуравларӗ Олег Николаев.

Ҫак ырӑ пуҫару пурнӑҫа кӗрессе ҫирӗп шанатпӑр.