Борленăн - пултарулăх каçĕ
Пирĕн ентеш - РФ Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, чăваш халăх ăсчахĕ Борис Леонтьевич Тихонов нумаях пулмасть 70 çул тултарчĕ. Поэтăн тата журналистăн пултарулăхĕ анлă та нумай енлĕ. Ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче Шупашкарти педагогика колледжĕнче (Урицки урамĕ, 8 çурт) Борис Борленăн пултарулăх каçĕ иртет. "Елчĕк ентешлĕхĕ" çакăн çинчен пĕлтерсе пурне те уява йыхравлать.
"Елчĕк Ен"