Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем сотрудника органов внутренних дел Российской Федерации

Шалти ĕçсен органĕсен хисеплĕ сотрудникĕсем тата ветеранĕсем!

Сире чĕререн професси уявĕпе – Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
Право хуралĕн органĕсенче ĕçлекенсем обществăри йĕркелĕхе сыхлаççĕ, преступленисемпе çирĕппĕн кĕрешеççĕ, тĕрлĕ хăрушлăхсемпе киревсĕр пулăмсене хирĕç тăраççĕ. Сирĕн тăрăшуллă ĕçĕре пула преступленисене уçса парасси ÿсет, обществăпа политика лару-тăрăвĕ кирлĕ шайра упранать.
Полици сотрудникĕсен хăвăрт ĕçĕнчен, тивĕçне чунтан пурнăçланинчен, хăюлăхпа паттăрлăхĕнчен çĕршыв лăпкăлăхĕ килет.
Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсем ума лартнă тĕллевсене малашне те ăнăçлăн пурнăçласа пырасса шанса тăратпăр.
Уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, çитĕнÿсем, ăнăçу, телей сунатпăр сире.

Елчĕк район пуçлăхĕ       И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан       Л.В.Левый.