Поздравление с Днем семьи, любви и верности
Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!
Сире Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Çемье, юрату тата шанчăклăх пирĕн пурнăçа паха пĕлтерĕшĕпе пуянлатаççĕ, вĕсем çын телейĕн никĕсĕ, пурнăçри нимрен те хаклă тупра тата шанчăклă тĕрев шутланаççĕ. «Çемье – тăнăçлăх вучахĕ», – тесе палăртать халăх ăсĕ.
Пĕр-пĕрне юратни, хисеплени тата ăнланса пурăнни çемье вучахне сÿнме памасть. Туслă, килĕштерсе пурăнакан çирĕп çемьере ĕç те ăнса пырать, вĕсем мал ĕмĕтлĕ, теветкеллĕ, çапла майпа ыттисене те хавхалантараççĕ.
Сирĕн кил-çуртăрта яланах юрату, тăнăçлăхпа çураçулăх хуçаланччăр, ача-пăчан, мăнуксен хаваслă кулли янăраса тăтăр. Пурне те ырлăх, çирĕп сывлăх, килĕрте ытлăх-çитлĕх сунатпăр.
Район пуçлăхĕ И.ВАСИЛЬЕВА
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.МИЛЛИН