Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем Победы

Хисеплĕ ветерансем, тыл ĕçченĕсем!  Хаклă ентешсем!

Сире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 74 çул çитнĕ ятпа чĕререн саламлатпăр!

Аслӑ Ҫӗнтерӗве мӗнлерех хакпа ҫӗнсе илнине эпир питӗ лайӑх пӗ­­летпӗр, ҫавӑнпа та Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнман­лӑхӗшӗн пы­нӑ паттӑрла кӗрешӳре тӑшмана парӑнтарнӑ харсӑр ҫынсен ҫа­пӑ­ҫури тата ӗҫри паттӑрлӑхӗ умӗнче пуҫа таятпӑр.

Аслă Çĕнтерĕве туптанă çĕрте Елчĕк халăхĕн тÿпи те пысăк. Районти кашни килтен, пурĕ 8 пин ытла вăйпитти çын вăрçă хирне тухса кайнă, вĕсенчен çурри кăна çĕнтерÿпе килĕсене таврăннă.  Тылри ӗҫченсем те Çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăй-халне шеллемесӗр тӑрӑшнӑ.

Ветерансем умĕнче эпир ĕмĕрлĕх парăмра. Вĕсен паттăрлăхĕ пире Тăван çĕршыва, пурнăçа юратма, тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать, çамрăк ăрăва патриотла воспитани пама пулăшать.

Шел пулин те, ҫӗнтерӳллӗ ҫуркуннене пирӗнпе пӗрле кӗтсе илекен ветерансен йышӗ ҫулсерен сахалланса пырать. Пирӗн паянхи тивӗҫ – вӗсен ятне ӗмӗр-ӗмӗр асра тытасси тата совет ҫын­ни­сен паттӑрлӑхӗпе хастарлӑхӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха тивӗҫлӗн сыхласа упрас­си.

Паянхи кун районта 13 вăрçă участникĕ, вăрçă участникĕсен 72 арăмĕ, 427 тыл ĕçченĕ пурăнать. Ытларах тимлĕх уйăрар вӗсене, май килнĕ таран пулăшар.

Хаклă ентешсем, вăрçăпа тыл ветеранĕсем! Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламласа сире ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, тăнăç пурнăç сунатпăр. 

 


Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ         И.И.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ        Н.П.Миллин.