Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем народного единства

Хисеплĕ ентешсем!

 Сире чĕререн Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ – нумай нациллӗ Раҫҫей халӑхӗн йӑлисен чӗрӗлӗвӗ, обществӑри тӑнӑҫлӑхпа килӗшӳ  палли.

Эпир пурсӑмӑр та Раҫҫее аслӑ, вӑйлӑ, аталаннӑ, хисепе тата мухтава тивӗҫлӗ патшалӑх пек курма ӗмӗтленетпӗр.  Эпир хамăр пĕрлĕхпе, патриотлă туйăмпа вăйлине ялан асра тытма тивĕçлĕ. Пĕтĕм вăй-халпа, тăрăшса тăван ене пур енлĕ аталаннă, таса та тирпейлĕ тăвассишĕн пĕрле кар тăрса ĕçлер.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, телей, ăнланулăх, килĕшÿпе тăнăç пурнăç сунатпăр.

 

Елчĕк район пуçлăхĕ                                           И.И.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ               Н.П.Миллин.