Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем молодежи

Хисеплӗ яш-кĕрĕм, хаклă çамрăк туссем!

Сире чӗререн Çамрăксен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Çамрăклăх - чи илемлĕ вăхăт. Эсир мал ĕмĕтлĕ, çĕннине çăмăллăн тата хаваспах йышăнакансем, çĕнĕ ĕçсен, улшăнусен пуçаруçисем. Район пуласлăхĕ, çавăн пекех республика, çĕршыв малашлăхĕ çамрăксенчен нумай килет.

Яш-кĕрĕме физкультурăна тата спорта юратма, çапла майпа хăйсен сывлăхне çирĕплетме хăнăхтарас тĕллевпе  районта куллен нумай ĕç туса иртеретпĕр.

Елчĕк ен пуласлăхĕшĕн тăрăшакансене, юратнă çĕре хитререх те пуянрах тăвас тесе тӑрӑшакан çамрăксене чĕререн тав тăватпăр.

Ĕмĕтĕрсене пурнăçа кĕртме çирĕп сывлăх, телей, ырлăх тата юрату сунатпăр!

 

Елчӗк район пуҫлӑхӗ            И.И.Васильева.

Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ         Н.П.Миллин.