Поздравление с праздником Светлой Пасхи
Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!
Сире чĕререн Мăнкун уявӗ ячĕпе саламлатпăр!
Христос чĕрĕлнĕ кун - православи тĕнне ĕненекенсен чи савăнăçлă та çутă уявĕ. Çак кун ырă усала, пурнăç вилĕме çĕнтерни çинчен калать. Туррăн ырă халалĕсем пире ырă ĕçсем тума хистеççĕ.
Кил-йыша çирĕплетес, таса йăла-йĕркепе пурăнас тĕллевпе кашниех хытă тăрăшмалла, йывăр лару-тăрури çынсене пулăшмалла.
Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ те вăрăм кун-çул сунатпăр.
Çутă Уяв ячĕпе!
Елчӗк район пуҫлӑхӗ И.И.Васильева.
Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.П.Миллин.