Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление с Днем работника культуры

Хисеплĕ культура ĕçченĕсем, ветеранĕсем!


Сире чĕререн професси уявĕпе – Раççейри культура ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
Ăс-хакăл пуянлăхне упраса хăварса малалла аталантарса пырасси – çĕр çинчи чи сумлă та пархатарлă ĕçсенчен пĕри. Культура сферинче хăйне евĕр çынсем тăрăшаççĕ, вĕсем талантлă, пуçаруллă, тĕрлĕ енлĕ аталаннă.

Эсир ыттисем каннă вăхăтра та ĕçлетĕр, вĕсене уяв савăнăçне, илемне парнелетĕр. Районти пĕр уяв та, паллă кун та сирĕнсĕр иртмест. Культура ĕçченĕсем тăрăшнипех районти пултаруллă çынсем пĕр чăмăра пуçтарăнаççĕ, хăйсен тĕрлĕ енлĕ ăсталăхĕпе çынсене савăнăç кÿреççĕ.

Сире уяв ячĕпе саламласа хавхалану, творчествăлла ÿсĕмсем, çитĕнÿсем сунатпăр. Малашне те палăртнă тĕллевĕрсем пурнăçланса пыччăр, куракансен тав сăмахĕсене ытларах та ытларах илтмелле пултăр, пурнăçра ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.


Елчĕк район пуçлăхĕ       И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ        Н.П.Миллин.