Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района В.В.Сядукова и главы администрации Яльчикского района Л.В.Левого с Днем народного единства

Хисеплĕ ентешсем!


Сире Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
Çак уяв пирĕн халăх пĕрлĕхне, вăл Тăван çĕршыва юратнине, хăвачĕпе аталанăвĕшĕн пĕтĕмпех тума хатĕррине сăнарлать. Шăпах çирĕп пĕрлĕхре пулни тăшмансене çĕнтерме те, ĕçре сулмаклă утăмсем тума та пулăшнă.
Малашне те пĕтĕм вăй-халпа тăрăшса тăван ене пур енлĕ аталаннă, таса та тирпейлĕ тăвассишĕн килĕшÿре кар тăрса ĕçлер.
Пурне те çирĕп сывлăх, телей, тăнăç пурнăç сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ              В.В.Сядуков.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ      Л.В.Левый.