Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района В.В.Сядукова и главы администрации Яльчикского района Л.В.Левого с Днем сотрудников органов внутренних дел РФ

Шалти ĕçсен органĕсен хисеплĕ сотрудникĕсем тата ветеранĕсем!

Сире чĕререн професси уявĕпе – Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
Право хуралĕн органĕсенче ĕçлекенсем обществăри йĕркелĕхе сыхлаççĕ, преступленисемпе çирĕппĕн кĕрешеççĕ, тĕрлĕ хăрушлăхсемпе киревсĕр пулăмсене хирĕç тăраççĕ. Сирĕн тăрăшуллă ĕçĕре пула преступленисене уçса парасси ÿсет, обществăпа политика лару-тăрăвĕ кирлĕ шайра упранать.
Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсем ума лартнă тĕллевсене малашне те ăнăçлăн пурнăçласа пырасса шанса тăратпăр.
Уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, çитĕнÿсем, ăнăçу, телей сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ       В.В.Сядуков.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ     Л.В.Левый.