Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района А.Г.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Л.В.Левого с Днем энергетика

Энергетика отраслĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире чĕререн професси уявĕпе – Энергетиксен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Энергетика отраслĕ  йывăр та яваплă, пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ профессисен шутне кĕрет. Ял хуçалăхĕпе промышленность предприятийĕсен, учрежденисемпе организацисен, социаллă сфера объекчĕсен ĕçĕ тÿрремĕн энергетиксен кулленхи ĕçĕпе çыхăннă. Эсир кашни киле çутă тата ăшă илсе çитеретĕр, çынсен пурнăçне хăтлăрах тăватăр.

Район аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн, ĕçĕре тăрăшса, яваплăха туйса пурнăçланăшăн тав сăмахĕ калатпăр.  Уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.

 

Елчĕк район пуçлăхĕ                            А.Г.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ       Л.В.Левый.