Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем знаний

Хисеплĕ ачасем, вĕрентекенсем тата ашшĕ-амăшĕ!

Сире чĕререн Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе – Пĕлÿ кунĕпе чун-чĕререн, ăшшăн саламлатпăр!
Пĕлÿ кунĕ - чи савăнăçлă та хумхануллă уявсенчен пĕри, вăл кашни çыншăн çывăх, хаклă. Пуçласа шкула килекенсене çутă малашлăх, савăнăçлă та асра юлакан самантсем, тарăн пĕлÿ сунас килет.

Выпускниксемшӗн вара пурнăçăн анлă çулĕ çине тухичченхи çулталăк пуçланать.
Шансах тăратпăр, çамрăк ăру шкулта пухнă пĕлÿпе пурнăçра тĕллевлĕ усă курĕ, çĕнĕ çитĕнÿсемпе пысăк ÿсĕмсем тăвĕ.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуриншӗн те лайӑххипе кӑна асра юлмалла пултӑр, ӗмӗтленнӗ ӗмӗтӗрсем пурнӑҫланса пыччӑр. Ҫирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу сунатпăр пурне те.

 

Елчĕк район пуçлăхĕ        И.И.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ         Н.П.Миллин.