Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем молодежи

Хисеплӗ яш-кĕрĕм, хаклă çамрăк туссем!

Сире чӗререн Çамрăксен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Çамрăклăх - чи илемлĕ вăхăт. Эсир мал ĕмĕтлĕ, çĕннине çăмăллăн тата хаваспах йышăнакансем, çĕнĕ ĕçсен, улшăнусен пуçаруçисем. Çӗршыв, республика ертӳлӗхӗ ҫамрӑксене тӗрлĕ енлĕн пулăшма, хавхалантарма тăрăшать. Районта та ҫитӗнекен ӑру валли сахал мар ырӑ ӗҫ пурнӑҫланать.

Районти выпускниксене институтсемпе университетсен, техникумсемпе колледжсен студенчĕсен йышне кĕме ăнăҫу сунатпăр. Ҫӗршывӑн кирек хӑш кӗтессинче ӗҫлесе пурӑнсан та тăван тăрăха района яланах асра тытасса пысăк пултарулăхпа, ҫитӗнӳсемпе пире савăнтарасса шанатпăр.

Ĕмĕтĕрсене пурнăçа кĕртме çирĕп сывлăх, телей, ырлăх тата юрату сунатпăр!

 

Елчӗк район пуҫлӑхӗ      И.И.Васильева.


Елчӗк район администрацийĕн пуçлăхĕ       Н.П.Миллин.