Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем библиотек

Хисеплĕ библиотека ĕçченĕсем !

 Сире професси уявĕпе – Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ ячĕпе чӗререн саламлатпăр!

Библиотекăсем ăс-хакăл пуянлăхне упраса хăварма, кашни çын патне кирлĕ информаци çитерме май параççĕ. Хальхи вăхăтра вӗсем чăннипех те информаципе культура центрĕсем пулса тăчĕç.

Ěçе чунтан парăннă библиотекарьсене пултаруллăх вăй-халĕшĕн, пысăк ӑсталӑхшӑн, вулакансемпе кăмăллă та тимлĕ пулнăшăн тав тăватпăр.

Уяв ячӗпе саламласа ҫĕнĕ çитĕнÿсем тума, халăх хисепне тивĕçме, çирĕп сывлăх, ӑнӑҫу, телей сунатпăр.

 

Елчӗк район пуҫлӑхӗ    И.И.Васильева.

Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ     Н.П.Миллин.