Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района И.И.Васильевой и главы администрации Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем семьи, любви и верности

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Сире Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Çемье - пурнăçри çирĕп тĕрев, унăн çирĕплĕхĕ вара - юратупа шанчăклăхра. Пирĕн пуласлăх та çемьесенче çуралать. Пĕр-пĕрне юратни, хисеплени тата ăнланса пурăнни çемье вучахне сỹнме памасть.

Уяв кунĕ килĕштерсе пурӑнакан, ачисене тивĕçлĕ воспитани паракан ашшĕ-амăшне  тав сăмахĕ калатпăр. Сирĕн кил-çуртăрта яланах юрату, тăнăçлăхпа çураçулăх хуçаланччăр, ачасен, мăнуксен хаваслă кулли янăраса тăтăр.

Кулленхи ĕçре ăнăçу, çутă малашлăх, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма ырлăхпа сывлăх сунатпăр сире.

 

Елчӗк район пуҫлӑхӗ   И.И.Васильева.

Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ     Н.П.Миллин.