Поздравление со 100-летием Чувашской автономии
Хисеплĕ ентешсем!
Сире Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ ятпа чĕререн саламлатпăр!
Чăваш автономи облаçне йĕркелени чăваш халăхĕн историнче паллă вырăн йышăнать. Вăл чăвашсене пĕр чăмăра пĕрлешме, халăх йăли-йĕркине, чĕлхипе культурине упраса хăварма май пайнă. Ĕмĕр тăршшĕнче çĕршер пултаруллă чăваш çынни çĕршыв, тĕнче шайĕнче палăрнă. Паян пирĕн республика Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче тивĕçлипе аталанса пырать.
Республика аталанăвне Елчĕк район халăхĕ те хăй тÿпине хывать. Юбилей çулталăкĕнче районта сахал мар социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçланаççĕ: вĕренÿ, культура, медицина учрежденийĕсем юсаса çĕнелеççĕ, ялсенче çĕнĕ çулсем сарăнаççĕ, çынсене пурăнма тата канма тивĕçлĕ условисем йĕркеленеççĕ...
Чăваш ен – пирĕн юратнă тăван ен. Вăл малашне те пĕр тикĕс аталанса, илемленсе пытăр тесе кашнийĕ тăрăшасчĕ.
Уяв ячĕпе саламласа пурне те ырлăх, сывлăх, килĕшÿ, юрату, тăнăç пурнăç сунатпăр .