Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского муниципального округа Леонарда Левого с Днем государственных символов Чувашской Республики

Поздравление главы Яльчикского муниципального округа Леонарда Левого с Днем государственных символов Чувашской Республики

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Сире Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕпе саламлатăп!

Эпир ку уява апрелĕн 29-мĕшĕнче – пирĕн республикăн Патшалăх ялавне, гербне, унăн нумай ĕмĕре тăсăлакан гимнне йышăннă кун – паллă тăватпăр.

Патшалăх символĕсем республикăн нумай ĕмĕре тăсăлакан историне кăтартаççĕ. Çак символсенче пирĕн халăхăн хăйне евĕрлĕ культурипе йăли-йĕрки сăнарланнă. Вĕсем уявсенче тата пĕлтерĕшлĕ пулăмсенче пирĕнпе юнашар, пире çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантараççĕ тата пĕрлештереççĕ.

Пирĕн патриотла символсен мăнаçлăхĕ куллен пуçаруллă ĕçре çирĕпленсе пытăрччĕ, пурнăçра республикăпа, округпа мăнаçланмалли сăлтав пулсах тăтăр!

Елчĕк муниципаллă округĕн пуçлăхĕ                                       Л.В.Левый



29 апреля 2025
08:29
Поделиться