Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тăван чĕлхе – телей шевли

Тăван чĕлхе – телей шевли

Тăван чĕлхе – таса çăл куçĕ,

Тăван чĕлхе – телей шевли.

Тăван чĕлхе çĕн алăк уçĕ

Куллен кунах пире валли.

 

Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмешле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти чăваш чĕлхи уявне Надежда Хушкина вӗрентекен уҫрĕ. Вĕрентекен чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă пулнине палăртрĕ. Иван Яковлев ячĕ чăваш халăхĕшĕн яланах хисеплĕ те чыслă пулни, унăн чапĕ халăх хушшинче паянхи кун та иксĕлменни çинчен калаçрĕ. Чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелени, кĕнекесем пичетлеме пуçлани, чăваш ачисем валли шкулсем уçни халăх кун-çулĕнче питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ пирки асăнса хăварчĕ.

Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем чăваш чĕлхи кунне питĕ тăрăшса хатĕрленни куҫа курăнать. Ачасем чăваш писатĕлĕсем ҫырнă сăввисене илемлĕ каласа итлекенсене савăнтарчĕҫ. Паянхи уява Ҫĕнтерӳ 80 ҫул ҫитнине халалласа Петĕр Хусанкайăн «Мунча шăрши» сăвви тăрăх лартнă инсценировка пурне те тыткăнларĕ.

Залра ларарансем чăваш юрри-кĕввипе киленсе ларчĕҫ.

Чи хаклă, чи юратнă, чи çывăх чĕлхе – чăваш чĕлхи, ăна суйлама та, сутăн илме те çук, кашни çыншăнах ашшĕ-амăш чĕлхи, тăван халăх историйĕ, йăли-йĕрки, юрри-ташши, юмах-халапĕ хаклă.

 

Фотогалерея



25 апреля 2025
09:25
Поделиться