«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2025» акци иртрĕ
Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче, чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта Чăваш чĕлхи кунне, Раççей Федерацийĕн Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин çулталăкне тата Чăваш Республикин Çĕнтерӳпе патриотлăх çулталăкне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2025» акци иртрĕ.
Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.
Акцие Елчĕк муниципаллă округри шкул ачисем, шкулсенче тĕрлĕ предмет, пуçламăш классенче вĕрентекенсем, шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсен педагогĕсем, библиотекарьсем хастар хутшăнчĕç. Ашшĕ-амăшĕ те диктант çырса хăйсем чăваш пулнине палăртни савăнтарчĕ. Пурĕ 323 çын хутшǎнма кǎмǎл турĕç.
Малашлăхра чӑваш чӗлхине юратакансен йышӗ татах та ӱсессе шанатпӑр. Пурин те ӑнӑҫу пултӑр!