Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Елчĕкри вăтам шкулта Чăваш чĕлхи кунне халалласа уяв иртнĕ

Елчĕкри вăтам шкулта Чăваш чĕлхи кунне халалласа уяв иртнĕ

Раҫҫей Федерацийĕн Геройĕ Н.А.Петров ячĕллĕ Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта  Чăваш чĕлхи кунне халалласа уяв иртрĕ. Уяв шкул директорĕн Л.Н.Васильеван саламĕпе пуçланчĕ. Вăл тăван чĕлхене юратма, хамăр чăваш пулнипе мăнаçланма чĕнсе каларĕ.

 Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев ячĕ-сумĕпе тачă çыхăнса тăрать. Аслă Вĕрентекенĕмĕр тетпĕр эпир ăна паян чун-чĕререн хисеплесе.  Ăслă та пултаруллă, ĕҫчен те сăпайлă пулма вĕрентеҫҫĕ И.Я.Яковлев хайлавĕсем.

Тĕрлĕ юрă-кĕвĕ янăрарĕ уявра. Уйрăмах 1 «б» класра вĕренекен Екатерина Чернова юрлакан юрра тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Хĕрсен илемлĕ ташши те чуна çĕклерĕ.

 Кăсал вăрçă пĕтни 80 çул çитет, çакна та асăнмасăр хăвармарăмăр уявра. Вĕренекенсем хăйсем çырнă сăввисене вуласан вара уява пуçтарăннисен те куçĕсем шывланчĕç.

Чăваш чĕлхине хальхи шая ҫитернĕшĕн чĕлхене аталантаракансен умĕнче пуҫа таймалла пирĕн.

Ирĕклĕ ҫĕршывăмăрта  ирĕклĕн янăратăр пирĕн тăван юратнă чĕлхем тесе кашнин тăрăшмаллине пĕтĕмлетрĕҫ уявра. 

Чăнах та, Аслă Вĕрентекенĕмĕр халалласа каласа хăварнине пирĕн нихăҫан та манма юрамасть. Вăл вĕрентсе каланисем паянхи кун та питĕ вырăнлă: ҫемьене упрамалла, ним ҫукран харкашмалла мар, тăван чĕлхене юратмалла.



25 апреля 2025
13:21
Поделиться