Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Елчĕк округĕн пуçлăхĕ Л.В.Левый Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлать

Елчĕк округĕн пуçлăхĕ Л.В.Левый Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлать

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!


Сире Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

Паян – ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш халăхĕн аслă вĕрентекенĕн, паянхи чăваш çырулăхĕн йĕркелÿçин Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунĕнче, эпир çулсерен Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр.

Тăван чĕлхе наци хăйне евĕрлĕхне – культурăна, йăла-йĕркене никĕслет. Чăваш чĕлхи – пирĕн халăхăн истори никĕсĕ, тĕп пуянлăхĕ, халăх ăс-хакăлĕн, кăмăл-сипечĕн çÿпçи, наци пĕрлĕхĕн палли.

Паян пирĕн тăван чĕлхе илемĕпе пуянлăхне упрассишĕн çине тăракан, çитĕнекен ăрăва тăван сăмаха тата хамăрăн халăх историне хисеплеме вĕрентсе воспитани паракан, чĕлхе ăруран ăрăва куçассине тивĕçтерекен мĕнпур çынна чунтан тав тăватăп. Çакăнта – пирĕн халăх аслăлăхĕпе пĕрлĕхĕн никĕсĕ.

Пурне те çирĕп сывлăх, ырлăх, мĕн пур ĕçре ăнăçу, çемьере килĕшÿпе татулăх сунатăп!

                                                                     

Елчĕк муниципаллă округĕн пуçлăхĕ                                  Л.В.Левый.



25 апреля 2025
08:25
Поделиться