Акса пĕтернĕ
Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх призводство кооперативĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акас ĕçе ĕнер — апрелĕн 24-мĕшĕнче вĕçленĕ.

550 гектар лаптăкри тыр-пула тата 175 гектар çинчи пĕр çул ỹсекен курăксене агротехника йĕркипе килĕшỹллĕн чи кĕске вăхăтра — 8 кун хушшинче акса хăварма ĕлкĕрнĕ. Ĕçе тухăçлă йĕркелени хăватлă техникăсемпе анлăн усă курма пултарнинчен те нумай килнĕ. Черетлĕ акара хуçалăх уй-хирĕнче пĕр харăс икĕ ака комплексĕ хуçаланнă. Паллах, çын факторĕ те тĕп вырăнта. Ака комплексĕсене ĕçлеттерме Сергей Шепиновпа Кирилл Падуева шанса панă. Ытти механизаторсем те ĕçре пысăк ăсталăх пухнипе пĕрлех, хăйсене шанса панă тивĕçе тĕплĕн те пахалăхлă пурнăçлама хăнăхнăскерсем.
Апрелĕн 24-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 7881 гектар (43 процент) акнă.
Пĕр çул ỹсекен курăксене 1916 гектар (54 процент) акнă.
Ял хуçалăх организацийĕсенче 1940 тонна тĕш тырă вăрлăхне им-çамланă, 25034 гектар (99 процент) çинче нỹрĕк тытса хăварнă, 12784 гектар (50 процент) çĕре кăпкалатнă.