11 ача çуралнă
2025 çулхи 1-мĕш кварталта ЗАГС пайĕ пĕтĕмпе 92 тĕрлĕ акт çырнă (иртнĕ çулхи çак тапхăрта — 117). Çав шутран çурални çинчен — 11, вилни çинчен — 66, мăшăрланни çинчен — 6, уйрăлни çинчен — 5. Хушаматне, ятне е ашшĕ ятне улăштарни çинчен — 3, ашшĕ кам пулнине ĕнентерекен 1 акт çырнă, ача усрава илес текенсем асăннă тапхăрта пулман.
Шел пулин те, тин çут тĕнчене килекенсен йышĕ пурнăçран уйрăлакансенчен самай пĕчĕк тăрать-ха. Кăçалхи январь-март уйăхĕсенче 11 ача çуралнă терĕмĕр, вĕсенчен 5-шĕ — арçын ача, 6-шĕ — хĕр ача. Аслă Таяпа, Лаш Таяпа, Кĕçĕн Таяпа, Курнавăш территори пайĕсенче кăçалхи 3 уйăхра пĕр ача та çуралман.
Н.БАЙМУШКИНА, ЗАГС пайĕн ертỹçи