Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Елчĕкри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни иртет

Елчĕкри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни иртет

Ака уйăхĕн 21-25 кунĕсенче Раҫҫей Геройĕ Н.А.Петров ячĕллĕ Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлӱ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни иртет. 

 Шкул библиотекарĕ Федорова В.В. «Пăшалпа та, перопа та», «Аслă Вĕрентекенĕмĕр» ятлă кĕнеке куравĕ йĕркелерĕ. Курава чăваш халăхне ҫутта кăларакан И. Я. Яковлева, Аслă Аттелĕх вăрҫи пĕтнĕренпе 80 ҫул ҫитнине халалланă. Иван Яковлев ĕҫĕ-хĕлĕпе ҫыхăннă кĕнекесемпе вăрҫă вутĕнче пулнă чăваш ҫыравҫисен хайлавĕсем вĕренекенсене кăсăклантарчĕҫ. Вулавăшра «И.Я. Яковлевăн халалĕ» тăрăх ирттернĕ урок-экскурси те вĕренекенсен кăмăлне тивĕҫтерчĕ. Тăван чĕлхене упрама, пĕр-пĕрне йывăрлăхра пулăшма, ĕҫчен те сăпайлă, ҫирĕп чунлă та паттăр пулма тăрăшмаллине тепĕр хут ҫирĕплетрĕҫ чăваш чĕлхипе литературăна вĕрентекенсем.

8-мĕш класара вĕренекенсем И.Я.Яковлев чăваш халăхне парса хăварнă Халалпа маларах та паллашнăччĕ. Халĕ вара ăна питĕ тĕплĕ тишкерсе тухрăмăр. Çак Халал пирĕншен тĕп саккун пулса тарать, мĕншĕн тесен çак саккуна тĕпе хурса пурансан пире пурнăç йывăрлăхĕсене çĕнтерме çăмăлтарах пулать.

Чи малтанах аслă Улăпăмăр Турра ĕненсе килĕшÿпе пурăнмаллине асăнать. Çакна яланах асра тытасчĕ! Вырăс халăхĕпе килĕшÿллĕ пурăнмаллине те çирĕплетет Иван Яковлевич: «Вырăс халăх савăнăçĕпе эсир те савăнмалла пултăр Вырăс халăхĕ питĕ пысăк халăх. Вăл ăслă, ырă, кăмăллă; эсир ăна итлĕр, юратса пурăнăр. Çак халăх сире тăван вырăнне хурса йышăннă, хăй çемйи тунă.. Ăна эсир юратса пурăнăр, унпа тачă пурăнма тăрăшăр». Вырăспа чăваш ĕмĕрĕпе килĕштерсе, тату пурăннă, йывăрлăхра пулăшса пынă. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем тĕрĕслĕх тата хÿтлĕх шыраса Вырăс патшалăхне çитнĕ. Унта вара хапăлласах йышăннă чăваш çыннисене. Çемьене, ĕçе тĕп вырăна хумаллине те çирĕплетсе палăртать И.Я.Яковлев.

Çакăн пек çыхăну пĕр-пĕрин çемйине, чĕлхине, хутшăнусене аталантарма пулăшать, чăваш культурипе вырăс культурине çирĕплетме çулсем уçса парать.



22 апреля 2025
16:10
Поделиться