Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Виçĕ ыйтăвĕ те — пĕлтерĕшлĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тата Чăваш Республикин Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова хутшăннипе виçĕмкун Елчĕкри тĕп библиотекăра пулса иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче сỹтсе явнă тĕп темăсем çаксем пулчĕç:

 Юлашки 5 çулхи тапхăрти çул-йĕр сечĕсен аталанăвĕн тата обществăлла территорисене тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă ĕçсен кăтартăвĕсем;

 Çĕр асăрхавĕ тĕлĕшпе 2025 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ çĕр законодательствинчи улшăнусем çинчен;

 Çуркуннехи ейỹ тапхăрĕнче шыв объекчĕсем çинче çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси.

Тĕллевлĕ наци проекчĕсемпе тата республика программисемпе усă курса халăх пурнăçне хăтлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе Чăваш Енре, тĕрĕссипе каласан, çак çулсенче сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Çав шутра: çулсене йĕркене кĕртесси, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене, вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксене юсасси, масар территорийĕсене тирпей-илем кĕртесси, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси, кану вырăнĕсене, ача-пăча площадкисене хăтлăх кĕртесси тата ытти те. 2020 çултанпа илсен, республикăра çакăн йышши 158 проекта пурнăçа кĕртме 1 миллиад та 700 миллион тенкĕ укçа уйăрнă — сахал мар çакă.

Елчĕк муниципалитет округĕнче те халăх пуçарăвĕпе вăя кĕрекен программăсене юлашки çулсенче уйрăмах хапăл туса йышăннине тата вĕсене ăнăçлă ĕçе кĕртме пултарнине округ пуçлăхĕ Леонард Левый чылай тĕслĕхпе çирĕплетсе пачĕ. 5 çулхи тапхăрта 243 проект (190 миллион тенкĕлĕх) хута янă. Çав шутран 2024 çулта 82 проект (86,2 миллион тенкĕлĕх) вăя кĕнĕ.

— Пуçару бюджечĕн программипе кăçал та (пурĕ 99,5 миллион тенкĕлĕх 110 проект пулĕ) тухăçлă ĕçлеме палăртатпăр. Пирĕн тĕп тĕллев — вăйра тăракан патшалăх программисемпе усă курса ял çыннисен пурнăçне, ĕçрен пушă вăхăтри канăвне тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пырассипе çыхăннă ĕçсене тивĕçлĕ шайра пурнăçласси. Йăлана кĕнĕ йĕркепе çулсене çĕнетесси те тĕп вырăнта тăрать. Мĕн пур ĕçсен пысăк пайĕ çул-йĕре лайăхлатассипе çыхăнни те çакна çирĕплетсе парать, — терĕ Леонард Васильевич. Палăртнă тапхăрта округ территорийĕнче 70 çухрăм çула юсанă тата çĕнĕрен сарнă, çав шутран 38,5 çухрăмĕ — асфальт çул. Çакна та каласа хăвармалла, кăçал Аслă Елчĕкре 4 урамри çула 58 миллион тенкĕлĕх асфальт сармалла. Ялта пурĕ 20 урам, çитес çулсенче пур урамри çулсене те çĕнĕрен тума тĕллев илнĕ. Икĕ тапхăрпа пурнăçлама йышăннă Елчĕк — Курнавăш çулĕ çинчи ĕçсене те малалла йĕркелесе пыма палăртаççĕ.

Хальхи вăхăтра ялсенче пурăнакансем, пĕр-пĕрин пуçарăвĕпе хавхаланнăскерсем, пуçару бюджечĕн программине хутшăнса 40-50 çул каялла тунă урамсенчи шыв пăрăхĕсене çĕнĕрен хывассипе çыхăннă проектсене хутшăнма хапăл тунине те ырă пуçару вырăнне хурса хакларĕ округ пуçлăхĕ.

Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен, çав шутра çĕр асăрхавĕ тĕлĕшĕпе кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнчен тытăнса вăя кĕнĕ кашни çын пĕлсе тăма тивĕçлĕ çĕр законодательствинчи улшăнусем çинчен округ пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Марина Павлова чарăнса тăчĕ. Çĕр ыйтăвĕ вăл яланах çивĕч, ку тĕлĕшпе çирĕплетекен саккунсен тĕллевĕ, çĕр законодательствинчи черетлĕ улшăнусем те çĕр хуçисене çут çанталăк панă ырлăхпа туллин тата пĕлсе усă курма хистесси, хăнăхтарасси пулса тăрать.

Виççĕмĕш ыйту — çуркуннехи ейỹ тапхăрĕнче шыв объекчĕсем çинче çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси. Кăçалхи çанталăк условийĕнче куç хупса ĕлкĕриччен çурхи шыв юхса пĕтни, çакна кура ку тема çивĕчех пулманни паллă. Ун вырăнне, территорисене хыт хураран тата ытти ăпăр-тапăра тасатма вăхăт çитнине шута илсен, калаçăва пушар хăрушсăрлăхĕ пирки йĕркелемелли паллă пулчĕ. Пушар асăрхавĕн округри уйрăмĕн представителĕсем — Александр Сайкинпа Сергей Сардаев предрияти-организацисенче, харпăр хăй хуçалăхпа пурăнакансем территорисене тасатса тирпейленĕ чухне пулма пултаракан, ытларах çын факторĕнчен килекен инкексенчен асăрхаттарчĕç. Пытармалли çук, пухăнакан çỹп-çапран частарах хăтăлас шутпа чылай çын ăна вырăнтах «тĕп» тăвать — кăвайт чĕртсе çунтарать. Малтан пĕр вырăнта хĕмленсе çунакан çулăм юнашарти типĕ курăк лаптăкне куçма, ун хыççăн вут-çулăм малалла аталанма пултарас шухăш пуçа та кĕмест. Кайран тин ăнланса илетпĕр çакна. Инкекпе тĕл пулас мар тесен урамра çуркуннехи тирпей-илем ĕçĕсене пурнăçланă чухне сыхлăх мерисене çирĕп пăхăнасси пирки кашнийĕн астуса тăрасчĕ.

… Халăха пăшăрхантаракан ытти ыйту та сахал мар. Çакна шута илсе ертỹçĕсем граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă.

Светлана АРХИПОВА



Елчек ен
21 марта 2025
10:10
Поделиться