Техника тĕрĕслевĕ пуçланнă
Патшалăх техника асăрхавĕн округри уйрăмĕн ертỹçи Владимир Мекшеев пĕлтернĕ тăрăх, мартăн 28-мĕшĕнчен пуçласа мĕн пур йышши техника харпăрлăхçисем усă куракан хăйсем тĕллĕн çỹрекен машинисене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларас ĕç пуçланать.
Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче техника тĕрĕслевне хатĕрленсе ял хуçалăх техникине хĕл тăршшĕпех юсаса йĕркене кĕртессипе тимленĕ. Çĕнĕ техника та туянаççĕ.
Ял хуçалăх организацийĕсенчи автомашинăпа трактор паркĕсене çĕнетни — агропромышленность комплексне аталантарас енĕпе тунă пысăк утăм. Хальхи вăхăтри техника ĕç тухăçлăхне ỹстернипе пĕрлех механизатор хăрушсăрлăхне те тивĕçтерет.