Калчасене апатлантараççĕ
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
— Республикăри агропромышленность комплексĕ пысăк хăвăртлăхпа аталанать. Ман шутпа, отрасль çитĕнĕвĕсене тухăçлăх кăтартăвĕсем тата та уççăнах палăртаççĕ. Юлашки 5 çулта тĕш тырă тухăçлăхĕн вăтам кăтартăвĕ, малтанхи 5 çулхи тапхăрпа танлаштарсан — 22 процент, пахча çимĕçĕн — 18 процент, хăмлан — 4 процент, вăтам сăвăм шайĕ 32 процент чухлĕ ỹснĕ.
(Чăваш Патшалăх Канашне янă Çыруран).
Çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене кăçалхи пек ир пикенни сайрара пĕрре анчах килет. Округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн специалисчĕсем мартăн 18-мĕшĕнче ял хуçалăх предприятийĕсенче çурхи ĕçсен пĕрремĕш тапхăрĕ пуçланнине пĕлтерчĕç.
Мартăн 20-мĕшĕ тĕлне илсен «Прогресс» АХОра — 830, «Комбайн» ЯХПКра — 240, «Рассвет» ЯХПКра — 185, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра 200 гектар çинче кĕрхи культурăсене, «Рассвет» ЯХПКра — 235, «Комбайн» ЯХПКра — 118, «Сатурн» ЯХПКра — 150, «Энтепе» ОООра — 200, «Победа» ОООра 498 гектар çинчи нумай çул ỹсекен курăксене минераллă удобренипе апатлантарнă.