Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского муниципального округа Л.В.Левого с Международным женским днем

Поздравление главы Яльчикского муниципального округа Л.В.Левого с Международным женским днем

Хисеплĕ те юратнă хĕрарăмсем!

Сире пĕрремĕш çурхи уяв – Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн, ăшшăн-ăшшăн саламлатăп!

Хĕрарăм вăл - кил-çурт ăшши, çемье çирĕплĕхĕ, общество тĕрекĕ. Çĕр çинчи чи ырă та ăшă сăмахсене эсир кунсерен илтме тивĕçлĕ.

Округри хĕрарăмсем кирек мĕнле ĕçре те пултаруллă, пур çĕрте те вăй-халне, ăс-хакăлне шеллемесĕр тăрăшаççĕ вĕсем.

Хĕрарăм-аннесен хисепне, çемьесен çирĕплĕхне ÿстерессипе малашне те пурин те çине тăрса ĕçлесчĕ.
Ачасем сывлăхлă, çемьесем телейлĕ пулсан хĕрарăм та телейлĕ.

Хисеплĕ хĕрарăм-ветерансене, тыл ĕçченĕсемпе вăрçă ачисене, ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен амăшĕсемпе мăшăрĕсене уйрăммăн тав сăмахĕ калатăп, чăтăмлăхпа тăнăç пурнăç сунатăп.

Хаклă хĕрарăмсем!
Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, таса юрату, тăнăç та тулăх пурнăç, çитĕнÿсем, ăнăçу сунатăп.

Елчӗк муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ                                Л.В.Левый.



07 марта 2025
16:11
Поделиться