«Пĕтĕм пурнăçăм ĕçре иртет»
Çутă чунлă çынсем хăйсем патне ăшăлăхпа хĕвел пек туртаççĕ. Вĕсемпе калаçнă май ырă кăмăлĕнчен, çивĕч ăс-тăнĕнчен, теприне чун-чĕререн пулăшма хатĕр пулнинчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕн.

Çирĕклĕ Шăхаль шкулне пырса кĕрсенех пурнăç вĕресе тăнине туйма пулать. Педагогсем ачасене вĕренỹ çулĕпе ăнăçлă ертсе пырас, вĕсене тивĕçлĕ пĕлỹпе воспитани парас, кашни ачан тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне тупса аталантарас тесе çунатланаççĕ. Вĕсенчен пĕри — чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, пĕр вăхăтрах педагог-психолог тивĕçне пурнăçлакан Нина Левая. Кашни ачан чунĕ патне çул тупма пĕлет вĕрентекен, унăн вĕренекенĕсем вара тĕрлĕ конкурс-тупăшусене кăмăлпа хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Çакă ĕнтĕ вăл пĕлỹ тĕнчине акнă вăрлăхăн ырă çимĕçĕ. Нумаях пулмасть педагог хăй те черетлĕ пысăк çитĕнĕвĕпе палăрчĕ. Февралĕн 19-мĕшĕнче округра республика шайĕнчи «Тăван чĕлхепе тăван литературăн чи лайăх учителĕ — 2025» конкурс иртрĕ. Нина Левая асăннă тупăшура пысăк ăсталăхпа палăрса çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Çак пысăк сума шăп 30 çул каялла та тивĕç пулнă вăл. Пысăк опытлă тата анлă тавра курăмлă педагог Елчĕк тăрăхне республика шайĕнчи конкурсра хỹтĕлĕ. Ăнăçу та çитĕнỹ сунар ĕçне чунтан парăннă пултаруллă вĕрентекене.
Нина Аркадьевнăпа сăмах пуçарас пулсан, вăл шкул ачисем çинчен сехечĕпе каласа пама пултарать. Хăйĕн тăван ачи пирки сăмахланă пек хавхаланса каласа парать учитель вĕренекенĕсем пирки. Пурнăçне тỹрремĕнех çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парассипе çыхăнтарнă Нина Леваян пурнăçĕ шкулта иртсе кайнă тесен те йăнăш мар пуль.
— Пĕтĕм пурнăçăм ĕçре иртет, хама ĕçре тупрăм тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен киле «хăнана» анчах таврăнатăп, килте мана ăнланакан, пур енлĕ пулăшса пыракан çывăх çынсем пурри чуна савăнтарать. Ман пĕтĕм телей, савăнăç, çитĕнỹ — шкулта. Тепĕр хут çуралса профессие суйлама ирĕк парас пулсан чĕре суйланă, чун туртнă, Турă хушнă вĕрентекен профессинех алла илнĕ пулăттăм, мĕншĕн тесен эпĕ ачасемсĕр пурăнма пултараймастăп, — тет вăл çак ыйтупа сăмах пуçарсан.
Унăн педагогикăри ĕç стажĕ 38 çулпа танлашать. Çав вăхăтрах вăл 17 çул директорăн вĕренỹпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшнă.
Пуян чĕлхемĕрпе пĕлсе усă курнăран пултарулăх кăвайтне вĕрентекенĕсенче тивертме, вĕсене çул уçса малалла та аталантарма ăнтăлать учитель. Шкулта ĕçлеме пуçласанах вăл сăвă çыракансен «Çамрăк талантсем» литература кружокне йĕркеленĕ, ăна паянхи кун та ертсе пырать. Кĕçĕннисем те аслине чун-чĕререн юратса хисеплеççĕ тата хаклаççĕ.
Нина Левая пур ĕçе те чун хушнипе тĕплĕн тума хăнăхнă. Хăйĕн пурнăçĕнче мĕнле кăна мероприяти йĕркелемен, миçе тĕрлĕ Тав тата Хисеп хутне тивĕçмен-ши вăл? Ĕçри çитĕнỹсемшĕн ăна 2004 çулта «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн Хисеплĕ ĕçченĕ» ят парса чысланă. Çавăн пекех «За особый вклад в книжное дело» медале, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.
Нина Аркадьевна чылай çул чăваш чĕлхипе литература учителĕсен районти пĕрлĕхне ăнăçлă ертсе пынă. Çитĕнекен ăру чăвашлăхшăн çунтăр, пултарулăхне ỹстертĕр тесе мĕн пур вăйне хурса тăрăшать. Ку енĕпе ĕç опытне республика шайĕнче те ырлаççĕ. Унăн шкулпа, вĕрентỹпе çыхăннă статйисем районта тата республикăра тухса тăракан изданисенче, кĕнеке пуххисенче пичетленнĕ.
Нина Левая ырă мăшăр, ăшă чунлă кин. Мăшăрĕпе Александр Ильичпа 34 çул килĕшỹре пурăнаççĕ, 2 ывăл — Романпа Максим ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, хальхи вăхăтра 2 мăнукĕпе савăнаççĕ.
Кунта çакна та палăртса хăвармалла: Левыйсен аслă ывăлĕ Роман хальхи вăхăтра Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнать. Вăл мобилизаци йĕркипе çар ретне тăни виççĕмĕш çул çине кайрĕ ĕнтĕ. Ку лару-тăрура амăшĕн чĕри мĕнле çуннине пĕр шăпаллă амăшĕсем çеç лайăх ăнланма пултараççĕ. Левыйсем СВОри салтаксене пулăшас ĕçре те активлă. Нина Аркадьевна «Елчĕк паттăрĕсене пулăшакан ушкăнăн» оперативлă штабĕн хастар членĕ те.
Ялан халăх хушшинче, пĕрмаях обществăшăн чун-чĕререн тăрăшакан пирки ирĕксĕр пуçра шухăш çуралать — мĕнле пур çĕре те ĕлкĕрет-ши салтак амăшĕ. Турă малашне те вăй-хăват патăрах Сире, Нина Аркадьевна.
Елена ПЕТРОВА