Калаçу Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекенсемпе чĕннĕ хăнасем — округ администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа Александр Кудряшов прокурор, Елчĕк тата Комсомольски çар комиссарĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Рияз Феткуллин, «Комсомольский» ШĔМĕн начальникĕн çумĕ Зофэр Камалетдинов, Афган вăрçин ветеранĕ, хĕрỹ точкăсенче çапăçнă ветерансен пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн районти уйрăмĕн председателĕ Петр Анисимовпа ГСВГ ветеранĕсен канашĕн председателĕ Николай Павлов тата ятарлă çар операцийĕн участникĕ — Илья Савастьянов хушшинче иртрĕ.
«Патриот пулас» ăнлава яш-кĕрĕм шухăш-кăмăлĕнче çирĕплетессипе çыхăннă, дискусси вăхăтĕнче тухса тăнă тĕрлĕ ыйтусене уçăмлатма унта хутшăннă хăнасем пулăшрĕç. Çамрăксене хăйсем служба тивĕçĕсене пурнăçланă вăхăтри опытпа паллаштарнисĕр пуçне вĕрентсе те каларĕç вĕсем.
Калаçу туллин, усăллă иртрĕ. Хăнасем вĕренекенсен нумай ыйтăвне хурав пачĕç.
Диана ВАСИЛЬЕВА.