Поздравление главы Яльчикского муниципального округа Л.В.Левого с Днем защитника Отечества
Хисеплӗ ветерансем, ҫар ҫыннисемпе запасри салтаксем!
Сире чӗререн Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Ҫак кун эпир хамӑрӑн аслӑ ҫӗршывӑмӑрӑн тӑнӑҫлӑхне сыхлакансене, унӑн чиккисене шанчӑклӑн хӳтӗлекенсене чыслатпӑр.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 2025 ҫула Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкӗ тесе йышӑнчӗ. Чӑваш Республикинче вӑл Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх ячӗпе иртет.
Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин паттӑрлӑхне эпир яланах асра тытатпӑр, паттёрсене сума сӑватпӑр.
Эпир Тӑван ҫӗршыва сыхланӑ хамӑрӑн асаттесемпе аттесен хӑюлӑхӗпе, паттӑрсемпе тивӗҫлипе мухтанатпӑр.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче, «хӗрӳ точкӑсенче» тивӗҫе чыслӑн пурнӑҫланӑ ентешсен, хальхи вӑхӑтра ҫар ретӗнче тӑракансен тата Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлакан салтаксене чӗререн тав сӑмахӗ калатпӑр.
Мирлӗ пурнӑҫшӑн пуҫӗсене хунӑ паттӑрсен умӗнче пуҫӑмӑрсене таятпӑр.
Хаклӑ ентешсем!
Уяв ячӗпе саламласа сире ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми телей,ҫемьере килӗшӳ, тӑнӑҫ пурнӑҫ сунатӑп.
Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Л.В.Левый.