Елчĕкре «Хыпар» издательство ҫурчӗн кунӗ иртнӗ
Нарӑс уйӑхĕн 21-мӗшӗнче Елчĕк округĕнче «Хыпар» издательство ҫурчӗн кунӗ иртнӗ.
Елчĕк округĕн администрацийӗн пуҫлӑхӗн çумĕ Владимир Николаев «Хыпар» ĕçченĕсене тӑван чĕлхепе тухса тӑракан хаçат-журналшӑн тав туса творчество ĕçĕнче хавхалану, çитĕнӱсем суннӑ, пухӑннисене «Хыпар» кӑларӑмĕсене ҫырӑнма чӗнсе каланӑ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ - тӗп редакторӗ Виктория Вышинская елчĕксем ӗҫчен, чӑвашлӑха упракан халӑх пулнине палӑртнӑ. Издательство ҫурчӗпе ҫыхӑну тытма, «Хыпар» çумӗнчи ытти хаҫат-журнала: «Ҫамрӑксен хаҫатне», «Хресчен сассине», «Чӑваш хӗрарӑмне», «Кил-çурт, хушма хуçалăха», «Тантӑша», «Тăван Атăла», «Теттене» тата ыттисене те ҫырӑнса илме сĕннĕ, вулакансен ыйтӑвĕсене туллин тивĕçтерме шантарнӑ.
«Елчĕк ен» хаçатӑн тĕп редакторĕ Елена Петрова хаçат ĕçченĕсем пĕр-пĕринпе туслӑ çыхӑну тытнине, килĕштерсе ĕçленине палӑртнӑ, район хаçачĕн кун-çулĕпе паллаштарнӑ.
Тӗлпулу вӑхӑтĕнче нумайӑшĕ хаҫат-журнал çырӑннӑ, викторинӑна хутшӑннӑ, парнесене тивĕçнĕ.
Уява чӑваш эстрада юрӑçисем, Елчĕк тӑрӑхĕн артисчĕсем илем кӱнĕ.