Встреча воинов-интернационалистов
Интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланă салтаксем кашни çулах февралӗн 15-мӗшӗнче пӗрле пуçтарăнса тӗрлӗ хирӗҫ тӑрура паттăрла вилĕмпе пуçĕсене хунă ентешсене асăнаççĕ, палăк умне чечек кăшăлĕсем хураççĕ. Кăçал та вĕсем Елчӗкри Ардалион Игнатьев ячӗллӗ «Улӑп» спорт шкулне пуҫтарӑнчӗҫ. Воин-интернационалистсене Афган вăрçин ветеранĕ, хĕрỹ точкăсенче çапăçнă ветерансен пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн округри уйрăмĕн председателĕ, Афган вăрçин инваличĕсен округри пĕрлĕхĕн ертỹçи Петр Анисимов саламларӗ, организацин ĕçĕ-хĕлĕ, малашлăх плансем çинче чарăнса тăчĕ.
Ветерансене округ администрацийĕн пуçлăхĕн ҫумӗ Владимир Николаев саламларĕ, воин-интернационалистсен паттăрлăхĕ Тăван çĕршыва юратнин тата парăннин палли пулса тăнипе пĕрле çитĕнекен ăрушăн витĕмлĕ тĕслĕх пулнине каларĕ.
Тĕл пулăва хутшăннă социаллă ĕçченсем интернационалла тивĕçе пурнăçланă ветерансене, салтаксене тата вĕсен çемйисене тивекен çăмăллăхсем пирки каласа пачĕç.
Ӗнерхи салтаксем обществăлла ĕçре хастар. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ вĕсем. Çак тĕллевпех шкулсенче вĕренекенсемпе час-час тĕл пулусем йĕркелеççĕ.